08 октября 2008 г.
Ырă ĕçĕн яланах хакĕ те, сумĕ те пысăк. Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн ят панă Ырă ĕçсен çулталăкĕнче Чăваш çĕр-шывĕнче пурăнакан кашни çын пая кĕрсе обществăшăн, халăхшăн пархатарлă ĕç тума тăрăшмалла. Ку тĕлĕшпе районта сахал мар тимлеççĕ. Çак кунсенче, сăмахран, финанс пайĕ пуçарнипе райадминистрацинче хăйсен ĕçченĕсен ачисен алă ĕç куравне йĕркеленĕ. Çĕр-шыв пуласлăхĕ тесе хак паракан ачасен тĕнче курăмĕ пĕчĕк мар. Вĕсем ăна ÿкерчĕксенче те, тĕрĕ-çĕвĕсенче те, ытти алă ĕçĕнче те лайăх уçса панă.
Тепĕр эрнерен çамрăк ăстасен пултарулăх ĕçне аслисем пĕтĕмлетĕç, хак парĕç, тивĕçлисене дипломпа тата парнепе хавхалантарĕç.