11 октября 2008 г.
Мускавра Раççей Олимп комитечĕн çурчĕ умĕнче Пекинри ХХIX çуллахи Олимпиадăра малти вырăнсене йышăннă спортсменсене БМВ çăмăл автомобильсем парса чысланă. Сумлă парнепе 137 çынна савăнтарнă. Вĕсен йышĕнче пирĕн районти Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ, Китайра иртнĕ Олимпиадăра маунтинбайк енĕпе бронза медаль çĕнсе илнĕ Ирина (Ягупова) Калентьева та пур.
Чыслав вăхăтĕнче Раççей спорт министрĕ В.Мутко çывăх вăхăтра çак спортсменсене укçа-тенкĕ енчен хавхалантарасси çинчен пĕлтернĕ. Аса илтеретпĕр, Раççей Правительстви Олимпиадăра çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ спортсмена 100 пин евро, иккĕмĕш вырăншăн 60 пин, виççĕмĕш вырăншăн 40 пин евро пама палăртнă. Çавăн пекех вĕсен тренерĕсем те çак премиех тивĕçĕç. Эппин, Ирина Калентьевăпа унăн тренерĕ – Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Краснов 40-шер пин евро илĕç.
А.КОЗЛОВ.