11 октября 2008 г.
Районти ГИБДД сотрудникĕсем çул çинче автоаварисен шучĕ чактăр тесе тĕрлĕрен профилактика ĕçĕсене вăйлатсах пыраççĕ. Унăн результачĕ вара çук мар. Паянхи куна районти автоçул çинче 30 инкек пулнă. Çакă иртнĕ çулхинчен виçĕ факт сахалтарах.
Çула тухакан водительсем ÿсĕр пулнăран 5 авари пулнă, тăваттăшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Çул çинчи куçăм мĕнле пынине тĕрĕсленĕ тапхăрта çул-йĕр правилине пăснă 3332 факта регистрациленĕ. Ку кăтарту вара иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен пысăкрах. “Çылăха кĕнисенчен” 159 водитель руль умне ÿсĕрле ларса çула тухнăскерсем.
Районĕпе çул-йĕр правилине пăхăнманшăн 211600 тенкĕ штраф шыраса илнĕ.