11 октября 2008 г.
Райшалĕçпайĕн уголовлă шырав служби, участокри милици уполномоченнăйĕсем, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен подразделени Раççей Федерацийĕн экстремизма, терроризма хирĕç кĕрешмелли саккунĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тăтăшах тĕрĕслевсем, рейдсем йĕркелеççĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче кăçалхи тăхăр уйăхра РФ КоАПăн 18.8 статйипе тăхăр ют çĕр-шыв гражданне административлă яваплăх тыттарнă.
Хальхи вăхăтра районта 16 ют çĕр-шыв гражданне регистрациленĕ. Вĕсенчен 6-шĕ Казахстан Республикинчен, 5-шĕ Узбекистанран, пĕри Таджикистанран, пĕри Азербайджанран, виççĕшĕ Украинăран. Вĕсене пурне те райшалĕçпайĕн тĕрлĕрен служби тĕрĕслесе тăрать.