АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун урлă никам та сиксе каçаймĕ

11 октября 2008 г.

“Кивçен илсен парасси хĕн”, – теççĕ ватăсем. Пысăк парăма кĕрсе кайсан вара пушшех те çăрăлса тухма йывăр. Уйрăмах налук тÿлессипе çыхăннă ĕçсенче. Налук тÿлекен Раççей Федерацийĕн Конституци тивĕçне вăхăтра пурнăçласа пыманран тепĕр чухне унăн парăмĕсем мăйранах пăвма пуçлаççĕ темелле.

Паянхи куна, сăмахран, Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш инспекцинчи «хура» списокра пирĕн районĕпе транспорт укçине вăхăтра тÿлемен 979 хуçа. Вĕсен пĕтĕмĕшле парăмĕ 641 пин тенкĕ!

Çак кунсенче налук органĕпе пристав службин рейд бригади пĕр ÿркенмесĕрех ăнланса, пĕлсе тăрса налук тÿлессине кайран кая хăварса пыракансем патĕнче пулчĕ, пуринчен те кирлĕ суммăна, штрафа тата пение шута илсе, шыраса илчĕ.

Районти суд приставĕ Татмăшри В.Солдатова темиçе хутчен те транспорт налукĕпе вăхăтра татăлмалли пирки асăрхаттарнă, хуçана кантура та чĕнтернĕ, хут та ярса панă... Урăхла каласан суд органĕ шанса панă вăхăт иртнĕ хыççăн пурлăхне арестлеме опись тăвас ыйту патне çитсен çеç çемье хăйсем çинче çакăнса тăракан парăмне тÿлесе ячĕ. Ун пек пулмасан тата тăсăлатчĕ-ши;

Шăнкăртамри “Йолдыз” магазин хуçисен, Карамасен те нимĕнле те саккун урлă сиксе каçма пулмарĕ. Тÿлетпĕр те тÿлетпĕр тесе шантарсах вĕсем налукçăсене утмăл пине яхăн парăма кĕрсе кайнă. Предпринимательсен каллех урăхла çул пулмарĕ, кирлĕ суммăна тÿлемех тиврĕ.

Раççей Федерацийĕн налук Кодексĕн 357 статйипе килĕшÿллĕн, транспорт кам ячĕпе шутланса тăрать, вăл налук тÿлекен шутланать. Хирти Пикшикре вара саккунăн çак статйине пăхăнмасăр пăснă тĕслĕхсем те тĕл пулчĕç. Акă, В.Багаутдинов хăйĕн УАЗ автомашинине темиçе çул каяллах хăйсен ялĕнчи Чемерова сутнă пулнă. Хут ĕçĕсене йĕркеллĕ вĕçлесе пĕтерейменрен ку таранчченех налукçăсем уведомленине В.Багаутдинов ячĕпе янă. Тĕрĕсех ĕнтĕ, урăхла тума та май çук. Хальхинче те 2007 çулхи транспорт налукне унчченхи хуçиех тÿлеме тиврĕ.

Хăш-пĕр транспорт хуçисем хăйсен автомашини 4-5 çул е ытларах та çÿремест, юрăхсăра тухнă, кивелнĕ пулин те, ГИБДД органĕпе Гостехнадзортан шутран кăларма васкамаççĕ. Çакнашкал хуçасен те пĕр турткаланмасăр транспортшăн кашни çулах налук тÿлесе тăма тивĕ. Куншăн налукçăсем мар, хăйсемех айăплă.

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 57 статйипе, РФ налук Кодексĕн 3 статйин 1 пункчĕпе килĕшÿллĕн кашни çын саккунпа çирĕплетнĕ налуксемпе сборсене вăхăтра тÿлесе тăмалла. Ун пек чухне уйрăм çынсемпе хирĕçтăру та пулмĕ, район бюджечĕ те пуянланĕ.

Г.ФИЛИППОВ,

Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш инспекцийĕн ертÿçин çумĕ;

Г.АВКИ,

районти суд приставĕ;

А.ЕГОРОВА,

райхаçатăн пай

редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика