АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсене манар мар, вĕсене асра тытар

11 октября 2008 г.

“Ватă çын–тăватă çын”, “Ватта хисепле, хăв та ватăлăн”... Çапла, темĕн чухлех чăвашăн ватă çынна сума суса вĕрентекен ăслă каларăшсем. Вĕсене хисеплесе ятарлă кун уйăрни пушшех те паха. Çак кун аслă ăрури çынсене халалланă уявсем чылай çĕрте иртеççĕ.

Ватăсене Туçари вĕрентÿ центрĕнче те хапăл турĕç. Ятарлă кунĕнче ял тата шкул библиотекин ĕçченĕсем хăйсен ĕçтешĕсене йыхравларĕç. О.Салминăпа Ю.Тестова çак ĕçре чылай çул хушши тăрăшнă. Вĕсен çамрăксене каласа памалли, хăйсен опычĕпе паллаштармалли темĕн чухлех пулчĕ.

Тепĕр кунхине ял библиотекин ертÿçи А.Кузнецова ертсе пынипе 4-мĕш класра пĕлÿ пухакансем хăйсен асламăш-кукамăшсене чĕнсе “Асаннесем-кукамайсем тата мăнуксем” конкурс ирттерчĕç. Ачасем аслă ăрури çынсене халалласа сăвă-юрă шăрантарчĕç, пĕрле тĕрлĕрен вăйă вылярĕç. “Асламăш-кукамăш аллине” палласси конкурс чи хумханулли пулчĕ. Ватăсем мăнукĕсене лайăх вĕренме, сывлăхлă ÿсме пил пачĕç.

Шкул коллективĕ вара ветерансене хăйсен професси уявĕ умĕн йыхравларĕ. 1-4-мĕш классем ĕнерхи педагогсемпе паянхи вĕрентекенсене чысласа концерт кăтартрĕç.

Уявсем пурин кăмăлне те кайрĕç.

А.ГЛИНКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика