11 октября 2008 г.
Филологи наукисен кандидачĕ, И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика университетĕнче 1990 çултанпа студентсене чăваш ача-пăча литературине вĕрентекен Александр Иванович Мефодьев юлашки çулсенче кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларса пынăскер, хăйĕн мухтавлă 70 çулхи юбилейĕ çывхарса килнĕ тĕле тепĕр парне турĕ. Ячĕ – “Чăваш ача-пăча литератури. Пуçламăшĕ, тытăнса кайни. Йĕркеленсе çитни”. Кунта вăл малтан чăваш халăх сăмахлăхне тĕпчет. Çавăн пекех литературăри малтанхи утăмсене тунă кашни çын ĕçне çутатса парать. Кунта чиркÿ çыннисен В.Г.Пуцек–Григоревичпа Дамамскин (Д.С.Руднев) те, Спиридон Михайловпа Н.И.Золотницкий те, И.Я.Яковлевпа унăн талантлă вĕренекенĕсем К.В.Иванов, Н.В.Шупуççынни, Г.А.Кореньков, Н.И.Иванов, Н.М.Охотников та. Автор хăйĕн шухăшĕсене курăмлă тĕслĕхсемпе çирĕплетсе парать. Ку кĕнеке студентсемшĕн те, шкулта ĕçлекенсемшĕн те паха тупра. Унăн тăсăмĕ пуласси те куç-кĕрет. Ку кĕнекен пĕрремĕш пайĕ çеç пулнине кăтартсах панă.
Александр Ивановича юбилейпа саламласа творчествăллă ĕçĕнче малашне те пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Г.ВАСИЛЬЕВ,
педагогика ĕçĕн
ветеранĕ.