АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ут пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă

11 октября 2008 г.

Кăçалхи районти Акатуй-Сабантуйра “Красное знамя” ял хуçалăх производство кооперативĕн водительне Анатолий Николаевич Назарова “Районти чи лайăх водитель” хисеплĕ ят пачĕç, пысăк уявăн аслă сцени çинче мĕн пур халăх, хăна-вĕрле умĕнче çак чыса ĕнентерекен хăю çакрĕç, парне пачĕç. Тĕреклĕ хул-çурăмлă сăпайлă арçын темшĕн асра тăрса юлчĕ. “Çак маттур çĕр ĕçченĕ пирки хаçат вулакансене пĕлтермеллех”, – мĕлтлетрĕ шухăш çавăн чухнех.

Меллĕ вăхăт тупайманран-ши, хĕрĕх çул ытла “хурçă утăн” штурвалне итлеттерекен ăстапа çийĕнчех тĕл пулаймарăмăр. Кĕтнĕ самант çитрĕ-çитрех. Çак кунсенче хамăр тивĕçпе шăпах “Красное знамя” хуçалăхра пултăмăр. Хамăн тĕллевĕмпе хуçалăх ертÿçине П.Никифорова паллаштартăм:

– Ахаль çÿрекене никама та ахах памасть. Анатолий Николаевич чăнласах та районта чи-чи лайăххисен, ĕçпе кăтартуллă водительсен шутĕнче. Лăпкă та тăрăшуллă вăл пирĕн. Ытлашши сăмах хушма çеç килĕштермест, – терĕ Петр Николаевич хăйĕн ĕçченĕпе кĕскен паллаштарнă май.

Анатолий Николаевич Назаров Сăкăтрах çуралнă, ял çумĕнчи имлĕ-сиплĕ вăрман сывлăшне ăша илсе ÿснĕ. Чăваш хресченĕн ачине пурнăç “ылтăн сăпкара” сиктермен. Ашшĕ чĕрĕк ĕмĕр ялти конюхра ĕçленĕрен шкул çулне çитичченех чĕлхесĕр янаварсемпе çывăхланнă. Пукан пек пĕчĕк ача урхамахсене кÿлме, шăварма хăнăхнă. Каярахпа вара ашшĕ ăна тилхепе те шанса панă. 7-8 çулхи ача çиччĕмĕш пĕлĕтри евĕр туйнă хăйне ун чухне.

– Тилхепе тытса улăх-çаранпа, кас урамĕсемпе çÿресси маншăн мĕн тери телейччĕ! Кăшт ÿсерехпе мана хирте ĕçлекенсем валли шыв, сĕт турттарма шанчĕç. Питĕ килĕшетчĕ мана çак ĕç. Кашни кунах çула тухас килетчĕ. Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ аслă классенче эпĕ пĕртен-пĕр професси – водитель пуласси çинчен çеç ĕмĕтлентĕм. Айванла та ачалла çуралнă ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Паянхи кун та пурнăçăн çак çулне суйласа илнĕшĕн ÿкĕнместĕп, – кĕскен паллаштарчĕ хăйĕн кун-çулĕпе А.Назаров водитель.

– Яшка вутпа пиçет, этем ĕçпе пиçĕхет теççĕ. Анатолий вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тăрсанах Ульяновскине механизаторсем хатĕрлесе кăларакан шкула кайнă. Тракторист правине алла илнĕ хыççăн Патăрьелĕнчи ДОСААФра малалла пĕлĕвне тăснă. Малтан «хурçă утсенчен» трактора алла илнĕ вăл. Вун ултă çулхи ача аслисемпе тан ака та тунă, сухине те хутшăннă. Пилĕк çул ĕç стажне пуçтарнă хыççăн механизатора МТЗ-50 трактор шанса панă. Ун хыççăн тĕрлĕрен маркăллă автомобильпе çула тухнă вăл. 1992 çултанпа вара КамАЗ хăватлă автомашинăна парăнтарать. Вырма вăхăтĕнче вăл йĕтем çинчи хатĕр тырра кĕлете турттарчĕ. Анатолий Николаевич кирек хăш ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама хăнăхнă. Çавăнпах ĕнтĕ ăна хуçалăх ертÿçисем те сума сăваççĕ, хисеплеççĕ. Килти архивра унăн ĕçне хак панă Хисеп хучĕсем, тав çырăвĕсем, парнесем те пайтах. Кăçал район шайĕнче Анатолий Николаевичăн нумай çулхи ĕçне çапла хаклани – хăйшĕн те, çемйишĕн те питĕ пысăк парне.

А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика