11 октября 2008 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн тата Патăрьел район пуçлăхĕн “Çулталăк çемйи” çинчен калакан йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн çемьесен конкурсĕ çуллен иртет. Темиçе çул хушшинче вуншар лайăх çемье тĕрлĕ енлĕн палăрчĕç. Çак кунсенче районти конкурс комиссийĕн ларăвĕнче кăçалхин итогĕсене пăхса тухрĕç. Тупăшăва çемьен обществăри активлăхĕпе пĕлтерĕшне ÿстерес, культура, ăс-хакăл, кăмăл-сипет пĕлтерĕшне аталантарас, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес, чи активлă çемьесене палăртса вĕсем пирки халăха анлăн пĕлтерес тĕллевпе ирттереççĕ.
Кзыл Камышри Масяевсен çемйи чăнах та пысăк. Мукадес Небиулловичпа Гульнара Максутовна ултă ача ÿстереççĕ: пилĕк хĕр те пĕр ывăл. Вĕсем иккĕшĕ те учитель профессине илнĕ. Гульнара халĕ те шкулта ĕçлет. Мукадес çемьене ытлăн-çитлĕн тытса тăрас тесе фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Виçĕ гектар çинче çемйипех ĕçлесе тăраççĕ. Мукадесăн аллисем “ылтăн” теме те юрать. Нумаях пулмасть хута янă çуртри пĕтĕм сĕтел-пукана вăл хăй аллипе ăсталанă. Гульнара Максутовна хăйĕн пурнăçне ачасене, çемьене халалланă. Илемлĕ юрлать вăл, баянпа выляма ăста. Ачисем те ашшĕ-амăшне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Асли Зиля кăçал Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтерчĕ, аслă шкула кĕчĕ. Гельсу 10-мĕш класра, Зифа 1-мĕш класра пĕлÿ пухаççĕ. Диля ача садне çÿрет. Ирекпе Ирке йĕкĕрешсем хальлĕхе ашшĕ-амăшĕпе аппăшĕсен “çуначĕ” айĕнче ыр кураççĕ. Ашшĕпе амăшĕн те, ачисен те пултарулăхне, ĕçченлĕхне çирĕплетекен Хисеп хучĕсем йышлă. Кăçалхи конкурсра Масяевсем “Çулталăк çемйи” ята ахальтен мар çĕнсе илчĕç. Çывăх вăхăтра вĕсем район чысне республика шайĕнче хÿтĕлĕç.
“Музыкăллă çемье” номинацире Первомайскинчи Верликовсем çĕнтерчĕç. Вĕсен чи юратнă чун апачĕ – музыка, юрă-кĕвĕ. Вĕсен ратнинче купăспа каласси ăруран ăрăва куçса пынă. Хальхи ăрури çемье пуçлăхĕ Владимир Николаевич “Çăл куç” ансамбле йĕркелекенĕ тата яланхи ертсе пыраканĕ. Ăçта кăна çитмерĕ пулĕ ку фольклор ушкăнĕ: пĕтĕм Чăваш Ен, Самар, Ульяновск облаçĕсем, Тольятти... Шутласа та пĕтереймĕн. Çемйипех миçе фестивальпе конкурса хутшăннине те тĕплĕн пĕлме йывăр. Верликовсен ачисем музыкăпа çеç мар спортпа та туслă. Мăшăрĕ Любовь Леонидовна кил ăшшине тирпейлĕ тытса тăрать, хăнасене тарават.
Пур çĕре те ĕлкĕрмелле, чи кирлĕ çĕрте пулмалла, нумай пĕлмелле, ырă ĕçсене хастар хутшăнмалла – çакăн пек тĕллевпе пурăнать Треньелĕнчи Логуновсен çемйи. Кăçалхи конкурсра вăл “Социаллă активлă çемье” номинацире мала тухрĕ. Полина Леонидовна ялти тĕслĕх библиотекăра тăрăшать. Çав вăхăтрах тĕрлĕ конкурспа фестивале хутшăнма, шкулта “Ритм гимнастики”, “Треньел чечекĕсем” кружоксене ертсе пыма вăхăт тупать. Çемье пуçлăхĕ Федор Алексеевич – Патăрьелĕнчи ДРСУ инженер-энергетикĕ. Ачисем амăшĕ пек юрра-ташша ăста, ашшĕ пек спортпа туслă, аслашшĕ-асламăшĕ пек ĕçе юратаççĕ.
Ачасем – пурнăç чечекĕ. Вĕсем ырă çемьере çеç лайăх кăмăллă, пултаруллă çитĕнеççĕ. Çакăн пек лару-тăру хуçаланать те ĕнтĕ Кзыл Чишмари Губайдуллинсен çемйинче. “Туслă çемье” ятне вăл тивĕçлипех çĕнсе илчĕ. Камиль Шейхулловичпа Ильсеяр Ленаровна Губайдуллинсем – учитель династийĕнчен. Вĕсем – массăллă уявсен, фестивальсемпе конкурссен пултаруллă йĕркелÿçисем. Пĕр спорт ăмăртăвĕ те, пĕр концерт та иртмест вĕсемсĕр. Хăйсен ырă кăмăлне, хальхине хаклама пĕлнине, пуласлăха шанма пултарнине вĕсем хăйсен ачисенче аталантараççĕ. Ахальтен мар Лейсан ăс-хакăл тупăшăвĕсенче маттур, Булат – ăста шашист, юрăçă, ташăçă.
“Ĕçпе туслă çемье” номинаципе те иртрĕ кăçалхи конкурс. Кунта Алманчăри Чихинсем мала тухрĕç. Светлана Федоровнăпа Станислав ывăлĕ хăйсен ăрăвĕн историне тĕпчесе тишкернĕ, ăру “йывăçне” тунă. Çавна пулах ĕнтĕ ку çемье республикăра “Чи лайăх туй историйĕ” номинаципе мала тухнă. Çемье пуçлăхĕ Александр Чихин – механизаторсен династийĕнчен. Вĕсен пĕрлехи ĕç стажĕ 143 çул. Династи 2005 çулта республикăри слета та хутшăннăччĕ.
Çĕнĕ Ахпÿртре Казаковсен çемйине лайăх пĕлеççĕ. Арий Александровичпа Лариса Сергеевна çемйине ырă кăмăлĕшĕн, çемьери туслăхшăн хисеплеççĕ. Çавăнпах вăл “Çирĕп çемье” номинацире çĕнтерчĕ. Вĕсем пĕр гектар çĕр çинче ял хуçалăх продукцийĕ çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Вĕсенчен тупăш илсе Т-40 трактор та туяннă. Çемье çирĕп пулмасан çак ĕçсене тума çук. Ачисем – Николайпа Серафима ăс-хакăл вăййисене те хастар хутшăнаççĕ.
Аслă Чеменри Медведевсен çемйи те тĕрлĕ енлĕ палăрнă. Çемьере пурте юрлама, ташлама ăста, спортпа питĕ туслă. Спорт енĕпе районта çулсеренех мала тухать ку çемье. “Спорт çемйи” номинацире çĕнтерме Гаврил Федоровичпа Мария Викентьевна спорта çемье тĕллевĕ туса хуни те пулăшать. Кунта кашни çемье членĕ спорт наградисемпе мухтанма пултарать: районтисемпе те, республикăрисемпе те.
Районта 19 ял тăрăхĕ. Анчах та “Çулталăк çемйи” конкурса 7 ял тăрăхĕ çеç хутшăнни тĕлĕнтерет. Ыттисенче ялшăн тĕслĕхлĕ çемье çук-шим вара; Е ку пуçлăхсем тĕрлĕ мероприяти çине алă сулни; Çемье – общество тĕрекĕ тетпĕр пулсан, ку шухăша кашни ял тăрăх пуçлăхĕн чĕрине хывмалла.
“Çулталăк çемйи” конкурса мала тухнисене Тĕнчери ача амăшĕн кунне уявланă чухне чыслаççĕ.
А.АЛЕКСЕЕВ.