15 октября 2008 г.
Районта 9 уйăхра 17219 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Çулталăк вĕçлениччен тата 10621 тăваткал метр ĕçе кĕртме палăртнă. Алманчă, Кзыл Чишма, Турхан, Тăрăн, Шăнкăртам, Патăрьел ял тăрăхĕсенче пурăнакансем уйрăмах хастар: çĕнĕ пÿрт кĕрекине хăнасем пуçтаракансем чылай кунта. Çав вăхăтрах Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ, Аслă Чемен, Первомайски, Туçа ял тăрăхĕсенче çурт-йĕр çĕклесси йывăрпа пырать, палăртнине те пурнăçлайман.