15 октября 2008 г.
Урамра кĕркунне хуçаланнă май хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхе çуллахи лагерьсенчен витесене кĕртрĕç. Хĕллехи тапхăра хатĕрленсе уйрăмах “Батыревский”, “Звезда”, “Труд”, “Красное знамя” хуçалăхсенче чылай ĕç туса ирттернĕ. “Малалла”, “Первомайск” хуçалăхсенче те паян-ыран юсав вĕçленмелле.
Районта обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли вăтамран пĕр пуç пуçне 26,8 центнер апат единици хатĕрленĕ.
(Хамăр корр.)