15 октября 2008 г.
Раççейри Çемье, Чăваш Енри Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа октябрĕн 22-мĕшĕнче Шăнкăртамри Культура çуртĕнче регионсем хушшинчи “Шыгырданские чтения” наукăпа практика конференцийĕ пулать. Унăн теми: “Духовно-нравственные аспекты формирования семьи и подвижническая деятельность в Исламе”. Унăн йĕркелÿçи – Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕ тата Культура, национальность, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерстви. Конференци тĕллевĕ –халăхсем хушшинчи туслăха, вĕрентÿпе çутта кăларассине çирĕплетесси. Форум пысăк шайра иртмелле. Унта административлă, саккун кăларакан структура представителĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, тĕрлĕрен общественность представителĕсем тата ыттисем те хутшăнĕç, çемьене тытса тăрас, çамрăксене воспитани парас, уйрăм çыннăн обществăри аталанăвне ÿстерес тата ытти ыйтусене те çивĕчлетĕç. Хапăл тăвакансем конференцине кăмăлтанах хутшăнма пултараççĕ.