15 октября 2008 г.
Патăрьел районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче ĕç итогĕсене кварталсерен пăхса тухасси, малашлăх тĕллевсене палăртасси йăлана кĕнĕ. Çак кунсенче кăçалхи тăхăр уйăхри ĕçе тишкерессипе черетлĕ канашлу иртрĕ. Унта район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, ЧР Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ В.Толстов, район прокурорĕ Ю.Фуражников, шалĕçпайĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ А.Якимов хутшăнчĕç. Канашлăва райшалĕçпайĕн начальникĕ Н.Ванин ертсе пычĕ.
Саккуна ытларах пăснă 2008 çулхи тăхăр уйăхра Патăрьел районĕнче 293 преступление шута илнĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 34 пулăм е 13,1 процент ытларах. Ÿсеслĕх йывăрах мар преступленисенчен килнĕ. Ун пеккисене 36 тĕслĕх шута илнĕ е 28,1 процент нумайрах.
Криминаллă милици енĕпе 61 преступлени е пĕр тĕслĕх ытларах, обществăри хăрушсăрлăх милицийĕ енĕпе 232 преступлени е 33 процент ытларах тунă.
Çак тапхăрта преступленисен хисепĕнче вăрлани-çаратни ытларах – 34,4 процент, çынна хĕнени – 24,2.
РФ Уголовнăй Кодексĕн 115 тата 116 статйисемпе 71 преступлени тупса шута илнĕ, вĕлерессипе хăратни – 15, кÿрентерни 3 тĕслĕх пулнă.
Обществăллă вырăнта саккунлăха пăсни нумайланнă – 15-е çитнĕ. Унсăр пуçне маларахри преступленисене чылай уçса палăртнă. Çавна май суда 19 ĕç янă. Ÿсĕррине пула обществăллă вырăнта 723 çынна тытса чарнă, 210 çынна хулиганла ĕçсемшĕн явап тыттарнă. Килте алкоголлĕ шĕвексем туса сутасси (28), çемьере харкашасси (46) профилактика ĕçĕсем çителĕксĕрри çинчен калать.
Милици Чăваш Республикин административлă правăна пăсни çинчен калакан саккунĕпе 492 çынна явап тыттарнă, вăл шутра 413 çынна – тирпей-илеме сиен кÿнĕшĕн е пăснăшăн.
Çул çитмен ачасем хушшинче преступлени туни ÿсни уйрăмах пăшăрхантарать. Кăçал вĕсем 21 хут саккуна пăснă е пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 5 тĕслĕх ытларах.
Тăрăшсан ĕç пулать
Пĕтĕмĕшле преступленисен шучĕ ÿснĕ пулсан та, хăш-пĕр лайăх енсем шалти ĕçсен пайĕн кăтартăвĕсенче пур.
Питĕ йывăр преступленисене кăçал 100 проценчĕпех уçса панă. Пĕлтĕр вара ку кăтарту 50 процентпа çеç танлашнă. Çаратассин хисепне те 40 процент е 3 тĕслĕх чухлĕ чакарма пултарнă. Тапăнса çаратни, вĕлерни, пусмăрлани çав шайрах юлнă.
Административлă право йĕркине пăснин кăтартăвĕсем пĕлтĕрхинчен аванрах. Апла пулин те 5796 çынна административлă явап тыттарни ĕçе лăплатмалли сăлтав мар. Пĕчĕк хулиганла ĕçсем тăвасси, обществăллă вырăнта ÿсĕр çÿрени никамшăн та кăмăллă мар. Суту-илÿ йĕркисене пăсасси (203), вăрласси (7), паспортсăр е регистрацисĕр пурăнасси (88), паспорт çухатасси (397) кăштах сахаланнă пулсан та пысăк шайрах-ха.
“Поиск” шырав ушкăнĕ витĕмлĕрех ĕçлеме пуçланă. Вăл 25 преступника тытса чарнă, 24 преступление уçса панă. Дежурнăйсем патне кĕнĕ 418 ĕçрен 366-шĕ пирки çийĕнчех ыйтăва татнă.
Кăçалхи 9 уйăхра шалти ĕçсен пайне 1130 заявленипе пĕлтерÿ кĕнĕ. 246-шĕ пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Ыттисемпе те тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.
х х х
Канашлура преступноçпа кĕрешессине лайăхлатмалли çул-йĕрсене те палăртрĕç. Чи малтанах халăхпа тачă çыхăнса ĕçлемелли пирки асăнчĕç. Асăрхаттаруллă ĕçсене те çÿллĕрех шая çĕклесе витĕмлĕхне ÿстермелле. “Поиск” ушкăн вăр-варлăхне вăйлатни те кирлĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, районăн 2006-2008 çулсен валли йышăннă профилактикăллă ĕçсен Программине пурнăçламашкăн кашни милици сотрудникĕн яваплăхне хăпартмалла, общественноçпа тачăрах çыхăнса ĕçлемелле.
А.АЛЕКСЕЕВ.