15 октября 2008 г.
Ирхи сывлăм тумламĕ евĕр пĕрешкел чипер йĕкĕрешсене Туçара ача чухнех мĕнле ăмсанман-ши; Сăнĕпе те, кĕлеткипе те пĕр пекчĕ вĕсем. Пĕри – Люба, тепри Надя ятлă.
Ачалăхĕ вĕсен ытларах иккĕшĕн иртнĕ. Магазинла вылянă чухне пĕри сутнă, тепри туяннă, хăналла вылянă чухне вара пĕри тараватлă кил хуçи пулнă, тепри чей ĕçме килнĕ... Йĕппи хыççăн çиппи тенĕ евĕр йĕкĕреш Любăпа Надя Пыркинсем яланах пĕрле çÿренĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсем вунă класс вĕренсе тухнă хыççăн иккĕшĕ те суту-илÿ çулне суйласа илнĕ. Ашшĕ-амăшне харăсах икĕ хĕре вĕрентме йывăр пулĕ тесе вĕсем аслă шкула суйласа илмен, малалли пĕлĕвне райпо çумĕнчи суту-илÿ шкулĕнче ÿстернĕ.
Унтанпа çул хыççăн çул нумай черетленнĕ. Çемье пурнăçĕ Надьăна Патăрьелĕнче, Любăна вара Туçарах тĕплентернĕ.
Надежда Николаевна Раськина 22 çул ĕнтĕ райпон суту-илÿ системинче пĕр улшăнмасăр тăрăшать. Пĕрремĕш ĕç кунне паянхи пекех ас тăвать вăл. “Ача-пăча тĕнчи” (“Детский мир” теттĕмĕр) магазинта ун чухне темиçе уйрăм ĕçлетчĕ. Халăхĕ те йышлăччĕ. Пĕри кĕрет, тепри тухать, виççĕмĕшĕ туянать. Пĕрле ĕçлекен аслăрах çулхи сутуçă-наставниксем çамрăк специалиста питĕ тимлĕ, асăрхануллă пулма вĕрентнĕ. “Мĕнле хăнăхатăн, çапла ĕçлесе каятăн”, – тенĕ ăна аслă аппăшсем. Пурнăçра вара унăн чăнах та çапла пулса пынă. Ку таранччен суту-илÿри ĕçшĕн пĕрре те çылăха кĕмен вăл. Каярахпа Патăрьелĕнчи иккĕмĕш апат-çимĕç магазинĕнче те, универмагра та ĕçленĕ. Юратнă ĕç унăн çулне уçса çеç пынă. Паян вара хăйĕн шанчăклă бригадипе виççĕмĕш çул ĕнтĕ “Гастроном” магазинта. Н.И.Раськинăпа С.А.Комиссарова сутуçăсемпе вун пилĕк çула яхăн пĕр çемьери евĕр килĕштерсе ĕçлеççĕ. Гастроном çурçĕр иртсе пĕр сехетчен ĕçлет. Сутуçăсене çемьерен уйрăлса ĕçлеме те меллех мар, паллах. Çапах та ĕç графикне çирĕп пăхăнаççĕ. Ку таранччен туянакансенчен вĕсем пирки пĕр сив сăмах та илтмен. Вăхăтпа перекетлĕ те тирпейлĕ усă курса Раськинсем хушма хуçалăхра кишĕр, сухан-севок та йышлă çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕхне те йышлă усраççĕ.
– Пурнăçра мăшăрпа ăнланса пурăнни чи пысăк телей. Ун пек чухне ĕçлес те, савăнас та килет. Ку енĕпе мана Турă тĕрĕс çул суйласа пачĕ. Кăçал, акă, хĕрĕмĕр 11-мĕш класс пĕтерсе аслă шкула вĕренме кĕчĕ. Уншăн та савăнтăмăр, – кĕскен паллаштарчĕ Надежда Николаевна хăйĕн çемйипе.
Н.Раськина гастроном заведующийĕн çитĕнĕвне, пултарулăхне кăçалхи Акатуйра пысăка хурса хакларĕç. Вăл “Районти суту-илÿ ĕçченĕсенчен чи лайăххи” хисеплĕ ята çĕнсе илчĕ. Пĕлтĕр вара ăна потребкооперацин Раççей пĕлтерĕшлĕ паллипе чысланă.
А.ЕГОРОВА.