15 октября 2008 г.
Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн “Чăваш Республикин пушара хирĕç кĕрешекен служби” патшалăх учрежденийĕ сентябрĕн 1-30-мĕшĕсенче ачасен вăййине пула тухакан пушарсене хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх ирттерчĕ. Çак уйăхлăхра пушар хуралĕн, ВДПО ĕçченĕсем тата районти шкулсен ĕçченĕсем вĕренекенсемпе калаçусем ирттерчĕç, ачасем шăрпăкпа выляни мĕн патне илсе çитерме пултарнине ăнлантарчĕç, диктантсем, сочиненисем çыртарчĕç, викторинăсем, вĕрентÿ урокĕсем йĕркелерĕç, огнетушительсемпе усă курма вĕрентрĕç.
Кăçал пирĕн районта ачасем шăрпăкпа вылянăран пĕлтĕрхи пекех икĕ пушар пулчĕ. Ачасене вут-çулăмпа выляни мĕн патне илсе çитерме пултарнине ашшĕ-амăшĕн те кулленех ăнлантарса тăмалла. Аслисен те вут-кăварпа тирпейлĕн усă курмалли çинчен манса каймалла мар.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Ачасем килте хăйсем тĕллĕн юлаççĕ пулсан, шăрпăк инкекĕ çинчен витĕмлĕн каласа ăнлантармалла, электрооборудованипе ирĕклĕн усă курма памалла мар, çунакан кăмакасене, мунча кăмакисене ачасем çине шанса пăрахса хăварма юрамасть. Кил-çурт таврашĕнче вут чĕртме юраманни çинчен те асăрхаттармалла. Ватăсем калашле, асăрханакана çеç Пÿлĕхçĕ сыхлать. Çавăнпа та хамăртан килекен ĕçе вăхăтра пурнăçласан çеç инкек курас хăрушлăх чакĕ.
Н.СЕЛИВАНОВА,