АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пичет продукцийĕ сиен ан кÿтĕр

15 октября 2008 г.

Район прокуратури Патăрьел район администрацийĕ, предпринимательсем Раççей Федерацийĕн “Массăллă информаци хатĕрĕсем çинчен” Саккунне мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕслерĕ.

Раççей Федерацийĕн “Массăллă информаци хатĕрĕсем çинчен” Саккунĕн 37 статйи хушнă тăрăх, эротикăллă пĕлтерÿсемпе материалсем пичетлекен массăллă информаци хатĕрĕсен продукцине ятарласа уйăрнă вырăнсенче витĕр курăнакан тата лайăх питĕрнĕ виткĕçсем ăшне хурса çеç сутмалла.

Эротикăллă содержаниллĕ продукцие сутмалли вырăна палăртмалли тивĕçе район администрацийĕ çине хунă. Тĕрĕсленĕ кун вара райадминистрацире ятарлă суту-илÿ вырăнĕ уйăрни çинчен нормативлă акт пулман.

2008 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче район прокуратури Госсвязькомнадзор эксперчĕпе пĕрле пĕтĕм харпăрлăхри органсем, учрежденисем, организацисем, ĕç тăвакан власть органĕсем çул çитмен çамрăксен сывлăхне сиенлекен, ăс-тăн тата кăмăл-сипет аталанăвне начар витĕм кÿрекен, пусмăрлăха, хаярлăха, порнографие, обществăна хирĕç тăраслăха, эротикăна пропагандăлакан продукцие, çав содержаниллĕ DVD дискĕсене сутассипе саккунлăха мĕнле пурнăçланине, ку енĕпе çамрăксен хÿтлĕх правине пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçсем мĕнлерех пынине тишкерсе тухрĕ.

Тĕрĕслев хăрушă ÿкерчĕк кăларса тăратрĕ: “аслисем” валли кăларнă кĕнекесене ача-пăча таварĕсен уйрăмĕсенчех сутаççĕ, вĕсем ача-пăча валли кăларнă учебниксемпе илемлĕ литературăпа юнашарах вырăн тупнă. Саккун эротикăллă продукцине витĕр курăнакан тата лайăх питĕрнĕ виткĕçсем ăшне хурса сутма хушнине сутуçăсемпе харпăрлăх хуçисем ним вырăнне те хумаççĕ.

“Аслисем” валли кăларнă фильмсемлĕ DVD дискĕсене сутнă чухне те саккуна пăсаççĕ. Ун пек дисксем канцеляри таварĕсемпе пĕрлех сутăнаççĕ, витринăсем çинче те ирĕклĕн упранаççĕ. Сутуçăсен çакăншăн тивĕçлĕ документсем çук, фильмсем çинче миçе çулхисем валли кăларнине кăтартнă чухне Федераллă агентствăн ятарлă приказне пăхăнмаççĕ.

Тĕрĕслев итогĕсем тăрăх, район прокуратури Патăрьел райадминистрацине пĕр представлени, уйрăм предпринимателе пĕр асăрхаттару тăратнă, контрафактлă продукци сутнăшăн пĕр административлă ĕç пуçарнă.

Çÿлерех асăннă содержаниллĕ пичет продукцине сутассипе саккунлăха çирĕп пăхăнмалла. Пăхăнманни вара çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе начар витĕм кÿрет.

Е.ИВАНОВА,

район прокурорĕн пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика