18 октября 2008 г.
Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕ “Çамрăксем сывă пурнăçшăн” акцие хутшăнса вĕренекенсемшĕн кăсăклă тĕрлĕрен мероприяти ирттереççĕ. Нумай пулмасть çеç вĕсем туристсен слетне йĕркеленĕ. Аслă класра вĕренекен ачасемшĕн топографи паллисене уйăрасси те, компаспа азимута пĕлсе тĕллевлĕ вырăна тухасси те, аманнă “салтака” пĕрремĕш пулăшу парса ăсатасси те, чăрмавсене çĕнтерсе канав урлă каçасси тата ытти те питĕ кăсăклă та пулнă, çивĕч кĕрешÿре те иртнĕ. Жюри членĕсем çул çÿрев условийĕнче чи-чи тутлă пăтă пĕçерекенсене те пахаласа хăварнă.
Слетра юлашкинчен пур енĕпе те кăтартуллă та пултаруллисем 7-мĕш “а” тата 9–мĕш “а” класс маттур ачисем иккенне палăртнă.
Ырă та сывă пурнăçшăн йĕркеленĕ мероприяти пурне те килĕшнĕ.