18 октября 2008 г.
Çак сăмахсем кашни çын чĕрине пырса тивеççĕ. Çĕнĕ Ахпÿртри Зинаида Михайловна Колпакова та тин кăна çамрăкчĕ, патвар утса çÿретчĕ, ĕçрен хăрамастчĕ. Кăçал вăл 83 çул тултарчĕ.
Сакăр теçеткерен иртнĕ çыннăн каласа памалли те сахал мар. Çулне кура мар тирпейлĕ те çаврăнăçуллă тыткалать хăйне Зина аппа. Хăй çинчен нумай каласа пама юратмасть вăл. Тумхахлă пурнăç çулне, йывăр тапхăра куç умне кăларма çăмăл мар тăр.
Вăрçă пуçланнă вăхăтра вăл 16 çулти хĕр пулнă. Ашшĕне пуçламăш кунсенчех вăрçа илсе каяççĕ. Килте 5 ача тата арăмĕ тăрса юлаççĕ. Зина аппа асли пулнă, ун хыççăнхи Федя ятли 13-ре, йăмăкĕ Лиза 10-ра, Валя 7-ре пулнă. Кĕçĕнни, Санькка ятли – виçĕ çулта юлнă. Пĕтĕм вăрçă йывăрлăхĕ Зина аппапа амăшĕ çине тиеннĕ.
Çамрăк хĕрсене пĕрин хыççăн теприне вăрман касма илсе кайнă. Вĕсен шутĕнче Зина та пулнă. Урисенче çăпата, çире çÿхе тум çеç. Ялти ватă арçынсем хĕрсене çăпата тума вĕрентнĕ. Нуша темле ĕçе те хăнăхтарнă.
1943 çулта Зина аппа шкула техничкăна вырнаçнă. Унта вăл 1949 çулччен ĕçленĕ. Çав вăхăтрах колхоза та çÿренĕ. Шкулта техничкăра ĕçленĕшĕн уйăхне 4 килограмм çăнăх панă. Шкула хутса ăшăтма вутти чĕрĕ пулнă, урай çума витре те çитмен, çутă пулман...
– Питĕ йывăрччĕ ĕçлеме. Анчах та кашни ĕçе тирпейлĕ тума тăрăшнă, чăтнă, нăйкăшман, – аса илет паян ватă хĕрарăм.
1948 çулта Çĕнĕ Ахпÿртри Михаил Александрович Колпаковпа çемье çавăрнă, 7 ача çуратнă, тивĕçлĕ воспитани панă. Пурне те хăйсем пек ĕçчен, тирпейлĕ пулма вĕрентнĕ.
Ывăлĕсем пурте салтака кайма, хĕрĕсем качча кайма юрăхлă пулнă. Шел, Александр ывăлĕ Афганистан вăрçинче пуçне хунă. Киле таврăнмалли 1 уйăх çеç юлнă салтакăн шăпи синкерлĕ пулса тухнă. Çемьене пирчейми пысăк суран туса хăварнă.
Мăшăрĕ Мишша та çав хуйхă пиркиех пурнăçран иртерех уйрăлнă. 2001 çулта татах тепĕр хуйхă: аслă ывăлĕ Анатолий сарăмсăр чирпе вилет. Зина аппан халĕ 2 ывăлпа 2 хĕр пурăнаççĕ, пурте çемьеллĕ. Вăл юратнă кукамай, асанне. Унăн 9 мăнук, 7 мăнукĕн ачи. Вĕсемпе чунтанах савăнать вăл. Уявсенче пÿрт тулли çемье пуçтарăнать.
Зина аппа ватлăхне пăхмасăр пушă вăхăтра чăлха-нуски çыхать. Хаçат-журнал вулама юратать. Уйрăмах “Авангард”, “Хресчен сасси” хаçатсене кăмăллать. “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçата та тиркемест.
Зинаида Михайловна тараватлă та ăшă кăмăллă çын, кÿршисемпе килĕштерсе пурăнать.
Ĕçсĕр ларма хăнăхманскер, халĕ те унран пăрăнмасть. Чăх-чĕп усрать, пахчара çум курăк та çумлать. Урăхла каласан, ватлăхне пăхмасăр вăл ĕçре йăпанăç тупать.
Л.МИХАЙЛОВА.