18 октября 2008 г.
Патăрьел районĕн прокуратури массăллă информаци хатĕрĕсене сăнасах тăрать. Çакăн тĕллевĕ – граждансен саккунлă интересĕсене, прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлесси тата вĕсене пăснă тĕслĕхсене палăртса чарса лартасси.
Юлашки вăхăтра район прокуратури Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальник çумĕпе А.Прохоровпа, Патăрьел ял тăрăх администрацийĕн специалисчĕпе Р.Сафиулловпа пĕрле “Авангард” хаçатра кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнче пичетленнĕ “Шĕвек каяш подъездалла каять” материалти факта вырăна тухса тишкерчĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакна палăртнă: Патăрьелĕнчи Мир урамĕнчи 23-мĕш çуртра каяш шыв канализацин икĕ пуссине пуçтарăнать, унтан тасатакан сооружение юхать. Анчах кунта пĕр пусă тулса ларнă, шывĕ вара çул тăрăх юхса тепĕр çурт патнех çитет. Çавна май мăшкăлтăк шыв подвала та кĕнĕ. Çынсем унта çак шыв урлă каçма хурса çÿренĕ. Çакă пĕтĕмпех çынсен сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнă, тĕрлĕ чир-чĕр сарăлас хăрушлăха та вăйлатнă.
Çуртра пурăнакансем йăлари шĕвĕ каяша юхтарнăшăн “Батыревское ЖКХ” предприятие тÿлесе тăнă. Вăл вара канализаци юсавлăхĕшĕн яваплă пулса тăрать.
Тĕрĕслев итогĕсемпе “Батыревское ЖКХ” ертÿçи пирки РФ Административлă право йĕрки çинчен калакан кодексĕн 8.2 статйи тăрăх административлă ĕç пуçарнă.
Ю.ФУРАЖНИКОВ,
район прокурорĕ.