22 октября 2008 г.
Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче “Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн” республика акцине хутшăнса тĕрлĕрен асра юлмалли витĕмлĕ мероприяти йĕркелеççĕ, конкурссем ирттереççĕ. Çакă, паллах, чăн малтанах çитĕнекен çамрăксене тивĕçлĕ воспитани пама, тĕрĕс çул çине тăма пулăшать. Акă, сăмахран, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти аслă классенче вĕренекенсемпе фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçченĕсем тĕл пулу йĕркеленĕ. ФАП работникĕ Д.Козлова “Инфекци чирĕсем” темăпа калаçу ирттернĕ, ачасене кăсăклантаракан ыйтусене хуравланă. Вырăнти медработниксем сывлăха сыхлас темăпа тĕрлĕрен мероприяти йĕркелеме яланах хавас.