АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрнери ĕçе пĕтĕмлетнĕ,малашлăха сÿтсе явнă

22 октября 2008 г.

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ планеркине ертсе пынă май, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов малтанах район тата ял тăрăхĕсен бюджечĕсем, республика тата район программисем мĕнле пурнăçланине анализ тунă. Çавăн пекех район халăхне таса шывпа, пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес, автоçулсем тăвас енĕпе йышăннă программăсем епле татăлса пынă пирки те сăмах хускатнă.

Мĕн пур Чăваш Енри пекех пирĕн районта та октябрĕн 1-мĕшĕнче “Пенси валли укçа-тенкĕ мĕнле пухмалла” информаци марафонĕ старт илнĕ. Ăна Раççей Пенси фончĕн Чăваш уйрăмĕпе вырăнти филиалĕсем йĕркелеççĕ. Октябрĕн малтанхи вунăкунлăхĕнче пирĕн районтан 30 çын ытла хăйсен ирĕкĕпе пулас пенси укçишĕн хушма страховани укçине тÿленĕ.

Иртнĕ эрнере Туçари вĕрентÿ центрĕнче технологипе ÿнер искусстви енĕпе ĕçлекен учительсен методика пĕрлешĕвĕн семинарĕ пулнă, районти библиотекăсем III кварталти ĕçе пĕтĕмлетнĕ, Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче 50-80-мĕш çулсенчи юрăсен фестивалĕ иртнĕ тата ытти те. Планеркăра район пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă уйрăм ыйтусене те хускатнă.

ГЕРМАНИ хăнисем–Çĕньялта

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика