22 октября 2008 г.
Германин Чăваш Республикинчи кунĕсем вăхăтĕнче тĕрлĕ мероприяти чылай иртрĕ. Вĕсем республика тĕп хулинче çеç мар, ытти ял-хулара та пулчĕç.
Германи кунĕсен программипе килĕшÿллĕн ют çĕр-шыв хăнисемпе поэт тусĕсен делегацийĕ тĕнчипе паллă поэтăн Геннадий Айхин тăван ялне килсе кайрĕ.
Делегаци шутĕнче: Иван Соколов музыкант, Мускаври Гнессинсем ячĕллĕ консерваторири музыка теорийĕн кафедрин преподавателĕ, поэт ывăлĕ Алексей Айхи, Дитмар Боннен, Ульрих Вернер, поэт мăшăрĕ Галина Куборская, поэт йăмăкĕ Ева Лисина, Айхи фончĕн президенчĕ тата поэт тусĕ Атнер Хусанкай. Хăнасене малтан район пуçлăхĕ Николай Глухов йышăнчĕ, районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе, тунă çитĕнÿсемпе, малашлăх тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех поэтăн çамрăк ăрăва ÿстерсе воспитани парас ĕçри, тĕнчери хутшăнусене лайăхлатас тĕлĕшри вырăнĕ пирки те калаçу пулчĕ. Хăнасене Патăрьел районĕн энциклопедине парнелерĕ.
Паллă ĕнтĕ, Геннадий Айхи пиртен икĕ çул каялла уйрăлчĕ. Анчах унăн ячĕ çулран çул пĕлтерĕшлĕрех пулса пырать, унăн сăввисем вăйлăрах янăрама тытăнчĕç, Айхи ăсталăхне хаклакансен ушкăнĕ те пысăкланчĕ. Ăна пурăннă вăхăтра сахал пĕлнисем поэта пиртен уйрăлнă хыççăн ытларах тишкерме, ăнланма пуçларĕç. Унсăр пуçне Г.Айхи çуралнă-ÿснĕ вырăнсемпе те тĕплĕнрех паллашасшăн.
Хăнасем поэт вил тăприйĕ çинче пулса ăна асăнчĕç. Г.Айхи ячĕллĕ Çĕньялти вăтам шкулта пулчĕç тавра пĕлÿ тата аслă поэт музейĕпе паллашрĕç. Экспонатсем хăнасене кăмăла кайрĕç. Хăйсем курни-илтнине, çамрăксене халалланине вĕсем Килен-каянсен хисеп кĕнекине çырса хăварчĕç.
(Хамăр корр.).