22 октября 2008 г.
К.Иванов поэт чăваш халăхĕшĕн, литературишĕн нимĕнпе виçейми вышкайсăр ĕç туса хăварнă. “Нарспи” поэма паянхи кун та пĕлтерĕшне çухатмасть: çамрăксем те, ватăсем те кăмăлласа вулаççĕ. Поэмăна çырнăранпа 100 çул çитнине халалласа республикăра, вăл шутра пирĕн районта та тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ.
Акă, октябрь уйăхĕн 1-15-мĕшĕсенче 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче “Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен” сочиненисен конкурсĕ иртрĕ. Унта 9-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче Сăкăтри вăтам шкулта вĕренекен О.Тинюкова (ертÿçи Н.Тинюкова), 10-мĕш классенчен Туçари вĕрентÿ центрĕнче вĕренекен А.Плешкова (ертÿçи В.Яковлева), 11-мĕш классенчен Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен М.Рыбкина (ертÿçи Г.Хлебникова) ĕçĕсем çĕнтернĕ тесе палăртнă. Халĕ хĕрсем республикăра район чысне хÿтĕлĕç.
А.ИВАНОВ.