22 октября 2008 г.
Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксем тата вĕсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ. Ăна унăн председателĕ – район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пынă. Комисси членĕсем кăçалхи 9 уйăх итогĕсене тишкерсе тухнă.
Районта çамрăксем хушшинчи криминогенлă лару-тăрăва йĕркере тытас тĕллевпе организациллĕ тата практикăллă ĕçсем туса пыраççĕ. Тивĕçлĕ органсемпе организацисем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, асăрхатаруллă ĕç тумалли субъектсем хушшинче пĕр-пĕринпе килĕштерсе вăй хурасси çирĕпленет. Апла пулин те çул çитмен çамрăксен шухăлăхĕ палăрсах тăрать. Акă, кăçалхи 9 уйăхра вĕсем 14 преступлени тунă. Ку вăл пĕлтĕрхинчен сахалрах. Вĕсенчен 7-шĕ – йывăрах марри, 6-шĕ – вăтам йывăрри, йывăрри – 1. Обществăллă вырăнта 2 преступлени пулнă. Тунă преступленисенчен 7-шĕ 19-24 сехетсем хушшине тивет.
Саккунлăха пăсма çул çитмен 15 çамрăк хутшăннă е пĕлтĕрхинчен 8,6 процент сахалрах. 16-17 çулхисем 11 преступлени тунă, 14-15 çулхисем – 4, вĕренекенсем – 9, ниçта та ĕçлеменнисем е вĕренменнисем – 6, урăх çĕртен килнисем – 2.
Преступленисен ытларах пайĕ Туçа (5), Патăрьел (3), Çĕнĕ Ахпÿрт (2) ял тăрăхĕсенче пулнă.
Çул çитмен çамрăксен ĕçĕсен уйрăмĕ кăçалхи 9 уйăхра 335 çамрăка административлă явап тыттарнă, вăл шутра ашшĕ-амăшĕ е вĕсене ылмаштаракансем пирки 61 протокол çырнă.
Пĕчĕк хулиганла ĕçсемшĕн 32 çынна административлă явап тыттарнă пулсан, 23-шĕ – çул çитменнисем. Обществăллă вырăнта ÿсĕрпе çÿресе явап тытнă 196 çынран 38-шĕ каллех çул çитменнисем.
Ача-пăчана сăра сутнăшăн 8 протокол, пирус сутнăшăн – 6, эрех сутнăшăн 6 административлă протокол çырнă.
Çул çитмен çамрăксен ĕçĕсен уйрăмĕнче 67 çамрăк шутра тăрать, вĕсенчен 51-шĕ – шкул ачисем, 6-шĕ – 7-мĕш профучилищĕрен, 6-шĕ – ытти вĕренÿ заведенийĕсенчен, 2-шĕ – каçхи шкултан. Çавăн пекех уйрăм сотрудникĕсем 19 çемьене сăнаса тăраççĕ.
Çÿлерех асăннă кăтартусем çул çитмен çамрăксемпе туса ирттерекен ĕçсен витĕмлĕхĕ çитменни пирки калаççĕ. Паллах, ĕçĕ пырать-ха ĕнтĕ. Ятарлă комиссипе уйрăм шута илнĕ çул çитмен çамрăксем çумне обществăллă воспитательсем çирĕплетнĕ. Кăçалхи февраль тата май уйăхĕсенче “Условник” операцисем ирттернĕ. Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле дежурствăра çÿресси, пур çĕрте те мар пулин те, пулса пырать. Уйрăмра шутра тăракан ачасене кружоксемпе спортшкула явăçтарассипе мерăсем йышăннă. Эрнесерен профилактикăллă рейдсем ирттересси йăлара. Çапах та саккунлăха пăснă тĕслĕхсем ĕçе малалла лайăхлатас тĕлĕшпе ытларах вăй хума хистеççĕ. Çамрăкла шухăлăх ытла та вылянчăк япала, ăна алăра тытса тÿрĕ çулпа яма пурин те тимлĕ тăрăшмалла.
А.АЛЕКСЕЕВ.