АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШКУЛ АЧИСЕНЕ апатлантармалли çĕнĕ йĕрке

22 октября 2008 г.

Çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне лайăхлатас, вар-хырăм тата ытти чирсенчен сыхланас тĕллевпе кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтермелли çĕнĕ йĕркесем вăя кĕнĕ.

Апат-çимĕç хатĕрлеме кирлĕ пÿлĕмсем, продуктсене турттармалли транспорт, штатпа пăхнă поварсемпе кухньăра ĕçлекенсем пур пулсан, вĕренекенсене апат çитерессине шкул хăех йĕркелеме пултарать. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ шкул апатланăвĕн комбиначĕсем, ытти апат-çимĕç учрежденийĕсем тата уйрăм предпринимательсем те çак ĕçе хăйсем çине илме пултараççĕ. Вĕсен мĕн пур кирлĕ производство пÿлĕмĕсем (чĕрĕ аш-какай, пулă, пахча çимĕç, вĕри, сивĕ, çăнăх цехĕсем) тата чĕрĕ продуктсемпе ĕçлемелли хатĕрсем пулмалла. Шкул столовăйĕсенчен нумайăшне çурма фабрикатсемпе ĕçлеме хатĕрленĕ пирки вĕсен обществăлла апатлану организацийĕсенчен çурма фабрикатсем илсе тăма килĕшÿ тума тивет. Юлашки 10 çулта тунă çĕнĕ шкулсенче чĕр таварпа ĕçлеме пĕтĕм пÿлĕм пур. Пĕлтĕр çулла республикăри пур шкула та шăнтмалли тата технологи оборудованийĕпе тивĕçтернĕ.

Ачасен мĕнле апатланмалла;

Меню тĕрлĕрен пулмалла. Унта аш-какай, пулă, сĕт тата унран хатĕрленĕ ытти юр-вар, кĕрпе, чĕрĕ пахча çимĕç, улма-çырла, сĕткенсем кĕртмелле. Виççĕмĕш блюдăна “С” витаминпа пуянлатмалла.

Апата кирлĕ витаминсемпе микронутриентсене – кальци, тимĕр, магни тата ытти продуктсене кĕртмелле. Апата пăс çинче хатĕрлемелле, пăшăхламалла, пĕçермелле. Менюна кашни икĕ эрнере çĕнетсе тăмалла. Ăна сезона тата ача çулне кура (7-11 тата 12-18 çулсем) хатĕрлемелле. Вăл мĕнлерех пулассине вĕрентÿ учрежденийĕн директорне тата Роспотребнадзор органĕсене пĕлтермелле.

Ачасен апатне хăш продуктсене кĕртме чарнă;

Апатра уксуспа, ыхрапа, майонезпа, горчицăпа, маринадланă пахча çимĕçпе тата улма-çырлапа, кетчупсемпе усă курма чарнă. Вĕренекенсене çăмарта, шыври вĕçен кайăксен ашĕ, килте хатĕрленĕ, консервланă апат-çимĕç продукчĕсем, пирожнăйпа торт, кăмпа, вĕретмен сĕт, хăйма тата тăпăрчă, кваспа окрошка, кулинари çăвĕ, маргарин, газлă шыв, чăмлак хушнă апат-çимĕç, флотри пек пĕçернĕ макарон çитерме юрамасть. Пурĕ 41 продуктпа усă курма чарнă. Столовăя кÿрсе килекен мĕн пур çимĕçĕн хăрушсăрлăхĕпе пахалăхне çирĕплетекен документсем пулмалла.

Вĕренекенсене çитерекен апатăн пахалăхне мĕнле тĕрĕслеççĕ;

Шкул директорĕ виçĕ çынран (шкулти медицина ĕçченĕ, шеф-повар, шкул представителĕ е дежурнăй-педагог) комисси йĕркелет. Вăл ачасене çитерекен вĕри апат пахалăхне кашни кунах тĕрĕслесе журналта палăртать, апата вĕренекенсене валеçме ирĕк парать.

Столовăйĕнчи буфетсен мĕнле ĕçлемелле;

Буфетра сутакан продуктсен ассортиментне кашни çулах вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн директор çирĕплетет, Роспотребнадзор органĕпе килĕшсе татăлать. Буфетра улма-çырла, 500 таран миллилитрлă савăтсемпе шыв, вĕри чей, какао, кофе напитокĕ, сĕткенсем, сĕт йÿçĕтсе хатĕрленĕ продуктсем, çăкăр-булка тата кондитер изделийĕсем сутма ирĕк параççĕ.

Ачасем шкулта мĕнле шыв тата мĕн чухлĕ ĕçме пултараççĕ;

Шкулăн кашни хутĕнчех ĕçмелли шыв фонтанчикĕсем пулмалла. Санитарин çĕнĕ правилисем бутилизациленĕ, газ хутăштарман шывпа усă курма ирĕк параççĕ. Виçеллĕ ярса паракан установкăсемпе усă курнă чухне, анчах эрнере пĕр хутран кая мар, ĕçмелли шыва улăштарса тăмалла.

Н.СЕРГЕЕВА,

Роспотребнадзорăн территори пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика