22 октября 2008 г.
Кунĕ уяр та хĕвеллĕ пулчĕ-ха ку хутĕнче. Çакă Ишлĕри ача садне çÿрекенсене пушшех савăнтарчĕ. Выляв площадкинче вĕсем “Малышиада” конкурс ирттерчĕç. Аслă ушкăнрисем хутшăнчĕç унта. Кĕçĕннисем хавхалантарса пычĕç. Хаваслă сасă таврана янратрĕ. Чупассипе Р.Белова, А.Прокопьев, мечĕк сиктерессипе П.Прокопьев, скакалкăпа А.Прокопьев мала тухрĕç.
Çанталăк кĕркунне çитнине халех систерет. Йывăç çулçисем саралчĕç, сивĕтет. Çакна ачасем те туяççĕ. Черетлĕ мероприяти вара вĕсен – кĕркунне уявĕ. Ăна хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ ача садĕнче.
– Çак ĕçе тепĕр хут каялла таврăнма тÿр килнĕрен хама телейлĕ тесе шутлатăп, – тет В.Мешкова воспитательница. Спорт тумĕ тăхăннăскер, конкурсра Валентина Ивановна хăй те ачасемпе пĕрлех чупрĕ, сикрĕ, ăмăртма хавхалантарчĕ.
...32 ача çÿрет садика. Килмесĕр юлни, сиктерекенни сайра пулать. Аслисемпе занятисем ирттереççĕ. Вăл вăхăтра кĕçĕннисемпе воспитателе пулăшакансем лараççĕ. Юмах юптараççĕ, вăйăсем выляттараççĕ.
Н.Терентьева воспитательницăн ĕç стажĕ çителĕклех. Садика çÿрекен ачасене çупăрласа çеç тăрать вăл. Пĕр çемьери пек черетленсе çак çуртран çитĕнсе тухса каякансене аслисен тĕслĕхĕпе воспитани пама тăрăшать. Акă, Беловсен Раисăпа Сергей, Прокопьевсен Павликпа Антон çÿреççĕ. Кашнийĕн ăсталăх пуррине ачаранах палăртнине çирĕплетет. Антон Прокопьев сикме, чупма юратать иккен. Рая Белова илемлĕ ÿкерет.
Ватăсемсĕр пурăнакан ачасен ашшĕ-амăшне çакнашкал хăтлă садик пурри паха. Пÿлĕмĕсем аслă. Çывăрмаллисем çитеççĕ. Теттисенчен çеç кăштах хĕсĕкрех. Ку енĕпе те йывăрлăхран тухаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ кил кĕтесĕ валли диван-кровать таранах ăсталаса панă. Вырăн-çитар таврашĕсене тĕрлĕ тĕслĕ çиппе илемлетсе тĕрленĕ.
Ача садĕнче кăсăкли сахал мар. Акă, çут çанталăк кĕтесĕ кĕркунне пуринчен те пуянраххи. Пахчара çитĕнекен кирек хăш çимĕçе те улăштарса вырнаçтарма пулать унта.
Халăха çывăх музыка инструменчĕсем “янравлă”. Шакăртмасене пăрçаран, мăйăртан савăта тултарса ăсталанă. Паракансем те çителĕклех. Çемçе теттесен кĕтесне ачасем килте ăсталанисене вырнаçтарнă.
Ача сачĕпе шкул çывăха вырнаçнă. Çавна май аслă тусĕсем те садика килсех çÿреççĕ. Çак кунсенче кĕçĕннисене панулмипе хăналарĕç.
А.АСТРАХАНЦЕВА.