АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урок-калаçу усăллă пултăр

22 октября 2008 г.

6, 7, 8-мĕш класра вĕренекенсемпе вĕсен ертÿçисем класс сехетне пĕрле пухăнчĕç. Ял тата шкул библиотекарĕсем А.Кузнецовăпа А.Глинкина вĕсене “Эрех – этем тăшманĕ” урок-калаçăва йыхравларĕç. Эрех сиенĕ çинчен врачсем çеç мар, писатель-поэтсем те чылай сăвă-калав хайланăран, урок темине М.Трубинан “Хăнаран” калавне илчĕç. Çавна май библиотекарьсем çыравçă çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа “Нихçан манăçми сăнар” кĕнеке выставки йĕркелерĕç. Эрех сиенĕ çинчен çырнă кĕнекесенчен, статьясенчен “Ĕçкĕ-çикĕ – ырра мар” стенд хатĕрлерĕç. Çÿлерех асăннă классенче вĕренекенсем ятарлă хаçатсем кăларчĕç, плакатсем çырчĕç.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М.Табакова автор биографийĕпе паллаштарчĕ, “Хăнаран” калав тăрăх тест ирттерчĕ. Ачасем хайлаври пулăмсемпе, геройсемпе туллин паллашни курăнчĕ. Вырăс чĕлхине вĕрентекен О.Табакова вырăс писатель-поэчĕсен асăннă хайлава çывăх произведенийĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Ялти врач офисĕн ертÿçи Т.Рубцова эрех этемшĕн, уйрăмах çамрăк ăрушăн мĕн тери сиенлĕ пулнине тĕрлĕрен тĕслĕхпе çирĕплетрĕ, ачасене хумхантаракан ыйтусене тулли хуравсем пачĕ.

Урок-калаçу йĕркелекенсем паянхи сĕнÿсем, вĕрентсе каланисем ачасемшĕн усăллă пулччăр тесе тăрăшрĕç. Пухăннисем çакăн евĕрлĕ калаçусем малашне те кирлĕ пулнине палăртрĕç.

С.БЫКОВА,

социаллă педагог.

Туçари вĕрентÿ центрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика