25 октября 2008 г.
Юнкун, октябрĕн 22-мĕшĕнче, Шăнкăртамри культура çуртĕнче “Шăнкăртам вулавĕсем” регионсем хушшинчи пиллĕкмĕш наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Çак пысăк форум Чăваш Республикинчи Тĕн Управленийĕ, Раççей мăсăльманĕсен тĕп тĕн управленийĕ йĕркеленипе пуçтарăннă. Аслă пухăва районти мăсăльмансен тĕнне ĕненекенсемсĕр пуçне çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен хисеп туса килнĕ. Вăл шутра Пензăран, Самарăран, Мари Эл, Мордови, Тутарстан республикисенчен, Чулхулапа Чĕмпĕр облаçĕнчен. Конференцире пĕр тема тавра калаçу пычĕ: “Духовно-нравственные аспекты формирования семьи и подвижническая деятельность в исламе”. Кун йĕркинчи ыйтăва тĕпе хурса Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи тата Мускаври М. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн профессор-исламовечĕ, истори наукисен докторĕ Гасым Мамед оглы Керимов тĕп доклад туса пачĕ. Раççей Аслă Муфтийĕн Пĕрремĕш çумĕ, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен Тĕн Управленийĕн Председателĕ Альбир Хазрат Крганов Муфти пурне те кăмăлтан конференцие тухăçлă ирттерсе яма ăнăçу сунчĕ.
Конференцире “Тутар çемйи” фонд директорĕ М.Гайфуллина, Чĕмпĕр облаçĕнчи “Биляр” медресе ректорĕ И.Сафиуллин, Самар, Пенза облаçĕсен муфтийĕсем çемье пĕлтерĕшĕ, унăн обществăри витĕмĕ пирки, тутар культурине аталантарасси, çемьере ачасен тавра курăмне ÿстересси тата ытти ыйтусене те хускатрĕç.
Конференцие ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин пай пуçлăхĕ М.Краснов, район пуçлăхĕ Н.Глухов хутшăнчĕç, сăмах тухса каларĕç.
Аслă Пухура тĕрлĕ номинацисемпе Фатхи Бурнаш ячĕллĕ премине илме тивĕçлисене те чысларĕç, тутар культурине аталантарас ĕçре пысăк витĕм кÿрекен хастарсене тав çырăвĕсем пачĕç.
А.НИКОЛАЕВА.