25 октября 2008 г.
Патăрьел район сучĕ М.Н.Пуня ĕçне пăхса тухнă. Вăл Кзыл Камышри магазинра ĕçлет.
Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсем кунта срокран тухнă тавар сутнине палăртнă. Çакăн çинчен протокол çырнă вăхăтра сотрудник умне конверт тухса выртнă. Ăна уçсан унта 2000 тенкĕ укçа пулни палăрнă. Çапла майпа сутуçă взятка пама хăтланнă.
Судра М.Пуня хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă, ÿкĕннĕ. Унччен вăл судпа айăпланман. Çавăн пекех ун пирки пурăннă тата ĕçленĕ çĕртен ырă характеристика панине шута илнĕ. Район сучĕ ăна РФ Уголовнăй Кодексĕн 3-мĕш пайĕн 30 статйипе, 2-мĕш пайĕн 291 статйипе явап тыттарнă.
В.ЕГОРОВ,
районсем хушшинчи следстви пайĕн аслă следователĕ.