АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АВТОСИПЛЕВçĕСЕМ АВТОЮРАТАКАНСЕНЕ– ЯЛАН ХАПĂЛ Ертÿçĕ

25 октября 2008 г.

Николай Николаевич ФЕДОРОВ

Алманчăра 1960 çулта çуралнă. Ялти вăтам шкул хыççăн Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Инженер-механик специальноçне алла илсен “Патăрьел ял хуçалăх техники” пĕрлешÿре ĕçлеме тытăннă. Унтан çар хĕсметĕнче Конституци тивĕçне пурнăçланă. Каялла тăван предприятиех таврăннă. Фермăсенчи механизмсене тивĕçтерекен станци начальникĕ, Сельхозтехника управляющийĕн производство енĕпе ĕçлекен çумĕ, суту-илÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ, çакăнтах автомобильсене техника енчен тивĕçтерекен станци начальникĕ пулнă.

1999 çулта Патăрьелĕнчи автомобильсене юсакан станцие, панкурута тухнăскере, сутăн илнĕ. Çавăнтанпах кунта ертÿçĕре тăрăшать.

Çапла пуçланнă

Патăрьелсем те, ытти ялсенчи автомобиль тытакансем те ас тăваççĕ пулĕ район центрĕн кăнтăр енче уçăлнă малтанхи техтивĕçтерÿ станцине. Ăна “Чувашавтотехобслуживание” пĕрлешÿ уçнă пулнă. Малтанхи вăхăтра унта 5 çын ĕçленĕ, çăмăлрах юсав ĕçĕсене тунă. Оборудовани те кивĕ йышши вырнаçтарнă, вăл та пулсан çитмен. Станци çăмăл машинăсене çеç тивĕçтерсе тăнă.

Çавăнпа та çĕнĕ хуçана питех те йывăр килнĕ. Ĕçе анлăн сарса ярас тесе вăл çанна тавăрсах ĕçе пикеннĕ.

Чи малтан кирлĕ пулакан ку чухнехи оборудованисене туяннă, цеха анлăлатас пирки ĕç пуçланă. Паллах, аталанас, укçа тăвас тесен пурте кирлĕ-çке-ха: техники те, склачĕ те, çĕнĕ çурчĕ те, карти те, асфальчĕ те, лавкки те...

Унсăр пуçне запас пайсем туянма тĕрлĕ заводпа çыхăнусем йĕркелемелле, мĕншĕн тесен çăмăл машина çеç юсаса малалла каяймăн. Çавăнпа груз турттаракан машинине те, тракторне те, комбайнне те юсама май тумалла. Халăхра халĕ ун йышши техника çителĕклех. Хуçалăхсем те килме пултарччăр Патăрьелĕнчи СТОна.

Паллах, юсав ĕçĕсем хăй тĕллĕн пулмаççĕ. Çавна май кадр ыйтăвĕ те çивĕч тăнă. Лайăх, ăста, пултаруллă специалистсем, вăр-варлăхпа тата шанчăклăхпа палăрса тăракан пулăшуçăсем кирлĕ-çке-ха кирек хăш предприятире те. Çак тĕллевсемпе вăй хунă та малтанхи çулсенче Николай Николаевич Федоров.

Паянхи лару-тăру

Хальхи СТОА унчченхипе ниепле те танлашаймасть – çĕрпе пĕлĕт хушшинчи уйрăмлăх теççĕ ун пек чухне. Станци мар, комбинат теме те пулать, мĕншĕн тесен тĕрлĕ отрасль пур кунта.

Паян предприятире 100 çынна яхăн вăй хурать. Вĕсене хăтлă ĕç вырăнĕсем туса панă. Кирек хăш цехра та ăшă, çутă. Тирпейлĕх пирки те тăрăшма хăнăхнă кунти çынсем.

Станци Тольяттири, Чулхулари, Волгоградри, Нижнекамскри, Ульяновскри, Сызраньри, Мускаври тата Набережные Челны хулинчи заводсемпе тачă çыхăнусем тытать. Çавна май Патăрьелĕнчи СТОра Раççейре кăларнă кирек мĕнле транспорт хатĕрне те пысăк пахалăхпа юсама пултараççĕ. Унсăр пуçне кунта Раççейре кăларнă кирек мĕнле транспорт хатĕрĕ валли те запас пайсем туянма май пур. Çакна палăртмалла: кирек хăш тунă ĕçе те, кирек хăш сутнă тавара та гаранти параççĕ. Пĕтĕм ĕçе лицензиленĕ тата сертификациленĕ.

Патăрьелĕнчи СТОА тăватă района – Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк районĕсене тивĕçтерсе тăрать. Çавăнпа та заказчиксем йышлă. Черет тăмах тивет. Станцире пĕр вăхăтрах 15 автомобиле юсамалăх хăватсем пур.

Патăрьелĕнчи автотивĕçтерÿ станцийĕ Атăл тăрăхĕнче те ырă ят çĕнсе илнĕ. Республикăри районсенче ун пекки çук. Кунта юсав ĕçĕсемсĕр пуçне техтĕрĕслев те тухма пулать. Çакăн валли ятарлă линисем пур: иккĕшĕ вырăнтах йышăнаççĕ, пĕри районсем тăрăх тухса çÿрет. Унсăр пуçне автомобиле е урăх йышши техникăна сутас тесен техника экспертизи те кунтах тума майсем çителĕклĕ. Кунтах транспорт тĕсне улăштарма, диагностика тума пулать. Çакăн валли ку чухнехи оборудовани, компьютерсем çителĕклĕ.

Патăрьелсен техтĕрĕслев ĕçĕ таврана та ырă енĕпе сарăлнă. Çакна “Чи лайăх техосмотр пункчĕ” ятлă Диплом та çирĕплетет. Вăл Атăл-Вятка экономика районĕнчи пĕлтерĕшлĕ документ шутланать. Патăрьелĕнчи СТОАра техникăна патшалăх регистрацийĕ тăвакан пункт та пур. Кăçал кăна унта 2000 ытла транспорт единицине шута кĕртнĕ. Çулталăк вĕçлениччен ку хисеп тата чылай хушăнмалла, мĕншĕн тесен районта транспорт шучĕ уйăхсерен мар, кунсерен ÿссех пырать. Кунта илтнĕ калаçу тăрăх, Патăрьел районĕнче автомобильсем Çĕнĕ Шупашкартинчен те нумайрах.

Автомобиль

туянасшăн-и;

Тархасшăн. Ку ыйтăва Патăрьелĕнчи СТОАра туллин татса пама пулать. Кунта халĕ автопасар ĕçлет. Ун валли ятарлă вырăн тунă, килен-каян тата ĕçлекенсем валли хăтлă çурт та лартса панă. Территори тавра тĕреклĕ тимĕр-бетон карта тытса çаврăннă.

Кам та кам хăйĕн машинине сутас тет – вăл кунта килсе пасар территорине кĕрсе ларать. Килнĕ кунах сутаймарĕ пулсан ун тивĕçне станцин ятарлă çыннисем пурнăçлаççĕ. Транспорт сутичченех кунта ларать. Ăна хуçа хакĕпех сутса параççĕ. Сутни çинчен хуçана çийĕнчех пĕлтереççĕ. Паллах, машинăна упранăшăн кăштах тÿлемелле.

Кунтах Раççейре кăларакан вĕр-çĕнĕ автомобиль те, трактор та, ял хуçалăх машини те туянма пулать. Хуласем, заводсем тăрăх нушаланса çÿресси çук. Ку, паллах, кашни çыншăн, кашни хуçалăхшăн усăллă, перекечĕ те пулĕ.

Çÿлерех асăннă тивĕçтерÿсемсĕр пуçне станци тĕрлĕ йышши транспортпа комиссиллĕ суту-илÿ тăвассипе те ĕçлет. Ăна кирек кам та, кирек хăш хуçалăх та хăйне кирлех мар техникăна сутма пултарать, укçипе çийĕнчех татăлать. Малалли вара станци ĕçĕ.

“Ытти отрасльсем те кирлĕ”

Çакăн пек шухăш патне пырса тухнă пурăна киле Н.Федоров. Вара строительствăра, тирпей-илем кĕртес ĕçре кирлĕ япаласем хатĕрлессипе вăй хума пуçланă. Ятарлă çурт туса хута янă. Оборудованисем туяннă. Вĕсене Златоуст хулинчен кÿрсе килнĕ.

Çулталăк ытла ĕнтĕ кунта пин-пин тăваткал метр тротуар сармалли, çурт-йĕр стенине чиперлетмелли плиткăсем, пусă ункисем, тимĕр-бетон юпасем, ытти япаласем кăлараççĕ. Керамзитран блоксем хатĕрлеççĕ. Пахалăхне хурлама çук. Акă, керамблокпа 10 хутлă çурт купалама та чăтать. Çакна ятарлă сертификат çирĕплетет.

Плиткăсем хăйăрпа цементран çеç туни мар. Вĕсем çине ытти компонентсем те хушаççĕ. Çавăнпа вĕсем йĕпе-сапаран та, сивĕрен те “хăрамаççĕ”.

Унсăр пуçне тимĕртен япаласем ăсталассипе те ятарлă производство йĕркеленĕ. Мунча кăмаки, тĕрлĕ виçеллĕ ещĕк, карта кирлĕ пулсан Патăрьелĕнчи СТОАпа çеç çыхăнмалла.

Заказчиксемшĕн çакă кăмăллă: хатĕрленĕ япаласене илсе кайма транспорт шыраса хăшкăлмалла мар, станци хăех çитерсе парать.

СТОА газ кĕртессипе районта чи малтан ĕçлеме пуçланă, халĕ те ĕçлет. Вăхăтĕнче кĕртеймен уйрăм çынсене, хуçалăхсене, учрежденисене пулăшассипе ятарлă бригада ĕçлет.

Предприяти тепĕр çĕнĕлĕх кĕртнĕ: каркаслă-панеллĕ меслетпе çуртсем лартать. Никĕсрен пуçласа тăрă таранччен хăпартаççĕ, шыв, çутă, газ кĕртсе, сăрласа параççĕ – мĕн тумалли пур пĕтĕмпе тăваççĕ. Тăваткал метрĕ 11 пин тенке яхăн, хулара 35 пин тенкĕ ытла. Хваттер илнĕ çыннăн çăра уçса кĕрсе япалисене кĕртмелли çеç юлать. Ку ĕçе Мордва тата Марий Эл республикисенче ăнăçлă йĕркелесе янă.

Чи хакли – çынсем

Патăрьелĕнчи СТОА мухтавĕ-чапĕ хăй тĕллĕн килмен. Н.Федоров ку енĕпе тÿрех çынсене мала хурать. Чăнах та йышлăн кунта пултаруллă, хастар, ăста, тăрăшуллă ĕçченсем.

Юсавçă-слесарьсенчен А.Соловьев, А.Яковлев, А.Седойкин, В.Рубцов, Ю. Кротов, запас пайсем сутакансенчен Н.Чукмаева, Г.Шленкина, В.Кудряшов, техтĕрĕслев тăвакансенчен Ф.Кошкин, З.Шарафутдинов, Р.Куртлюков, керамблок-плитка кăларакансенчен В.Майоров, П.Петров, О.Маслов сварщик, газ кĕртекенсенчен Ф.Ильбеков, Н.Степанов, Н.Кольцов тăрăшуллăраххине палăртать ертÿçĕ.

Ĕçлекенсене тивĕçлĕ условисем туса парассипе те ĕçлеççĕ кунта. Территорире таса, тирпейлĕ, ăçта килчĕ унта чечексем ÿстереççĕ, ларса канма аллейăсенче саксем лартса панă. Пÿлĕмсенче те чечексем вун-вун тĕрлĕ. Кăçал тата 1000 тĕп катăркас лартса тухнă. Куншăн 70 пин тенкĕ тăкакланă.

Ĕçлекенсем, клиентсем валли столовăй ĕçлет. Кунтах савăнăçлă каçсем, уявсем, кану кунĕсем ирттерме май туса панă.

Коллектив членĕсене хуласене театр-концерта илсе çÿресси пурнăçа çирĕп кĕнĕ.

Укçасăр пурнăç çук

Патăрьелĕнчи СТОАра çакă туллин çирĕпленет. Укçа пулмасан ун пек пысăк предприяти чăмăртанаймĕ. Ăна вара ĕçлесе тумалла. Кунта çак чăнлăха çирĕп пăхăнаççĕ. Станци пĕтĕм ĕçе хăйĕн укçи-тенкипе пурнăçлать. Халиччен пĕр тенкĕ ссуда та, кредит та илмен. “Кивçене тавăрасси хĕн”, – тет ертÿçĕ.

Станци хăйĕн клиенчĕсене те укçа перекетлеме майсем туса панă. Ку енĕпе дисконт карти ĕçе кĕртнĕ. Сăмахран, 2000 тенке яхăнах тавар туянсан 1 процент скидка параççĕ. Енчен те туянса панă сумма 30 пин тенкĕрен иртсен кашни туянакан япалашăн 6 процент скидка пулса пырать.

Патăрьелĕнчи СТОА – ку чухнехи ăнăçлă ĕçлекен предприяти. Районта та ун пеккисем пÿрне хушса шутламалăх çук.

Транспортлă çынсене çапла çеç чĕнсе калас килет:

Усă курăр Патăрьелĕнчи автомобильсене техника енчен тивĕçтерекен станци пулăшăвĕпе! Ÿкĕнмелле пулмĕ!

А.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика