25 октября 2008 г.
Тĕнче класлă спорт мастерĕ Александра Деверинская парнисене çĕнсе илессишĕн Первомайскинче çăмăл атлетсен кросне ирттерчĕç. Вăл шкул ачисен районти спартакиадин программине те кĕрет. Апла пулин те ăмăртăва Вăрмар, Комсомольски, Канаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсен, А.Деверинская воспитанникĕсем – Шупашкарти кооператив институчĕн, ял тăрăхĕсен командисем хутшăнчĕç.
Кроса килнисене Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ В.Андреев, тĕнче класлă спорт мастерĕ А.Деверинская, тĕрлĕ шайри депутатсем саламларĕç.
Ăмăртăва 500 метра чупса 5-7-мĕш классенче вĕренекен хĕрачасем пуçларĕç. Кунта 1-мĕшпе 2-мĕш вырăнсене А.Андреевăпа (Ишлĕ) Л.Мулгачева (Первомайски) йышăнчĕç. Арçын ачасенчен А.Мулюков (Патăрьелĕнчи 2-мĕш шкул) – 1-мĕш, А.Верликов (Первомайски) 3-мĕш вырăна тухрĕç.
8-9-мĕш классенче вĕренекен хĕрачасенчен 1000 метра чупса А.Прокопьева (Ишлĕ) çĕнтерчĕ. Ун хыçĕнче – И.Кудряшова (Первомайски). Арçын ачасем 2000 метра чупрĕç. Кунта Р.Мулгачева (Первомайски) çитекенни пулмарĕ. 2-мĕш вырăнта – Ф.Япаров (Аслă Чемен), 3-мĕшĕнче – А.Петров (2-мĕш шкул).
10-11-мĕш классенче вĕренекенсенчен Нăрваш Шăхаль хĕрачисем маттуртарах пулчĕç, К.Филиппова 1-мĕш, А.Николаева 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. А.Павлова (Первомайски) 3-мĕш вырăнта. 3000 метра чупакан арçын ачасенчен Нăрваш Шăхаль шкулĕнчи В.Едифанов чи лайăх вăхăт кăтартрĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче К.Петров (1-мĕш шкул) тата А.Карзаков (Первомайски).
Командăсем енĕпе илсен Первомайски вĕрентÿ центрĕ мала тухрĕ, Нăрваш Шăхаль шкулĕ 2-мĕш вырăнта, Аслă Чемен шкулĕ – 3-мĕшĕнче.
Тĕп шкулсен командисем хушшинче Ишлĕсем çĕнтерчĕç, Треньел шкулĕ ун хыççăнхи вырăнта, Шăхачсем – виççĕмĕш.
18-39 çулхи хĕрсемпе хĕрарăмсен ушкăнĕнче çĕнтерÿ пирте пулмарĕ. В.Малышева (Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕ) 2-мĕш вырăнпа, А.Муланова (Патăрьел ял тăрăхĕ) 3-мĕш вырăнпа çырлахрĕç.
500 метра чупакан 35-44 çулхи хĕрарăмсен хушшинче О.Хомуткина (Первомайски ял тăрăхĕ) – 1-мĕш, П.Тихонова (Пăлапуç Пашьел) – 2-мĕш, М.Медведева (Аслă Чемен) – 3-мĕш вырăна тухрĕç.
45 çулран аслăрах хĕрарăмсенчен Краснова (Первомайски) 3-мĕш вырăна йышăнчĕ. Малта – Комсомольскисем.
18-39 çулхи каччăсемпе арçынсем хушшинче Шупашкарти коопераци институчĕн спортсменĕсем вăйлăрах чупрĕç. А.Петровăн (Пăлапуç Пашьел) 3-мĕш вырăнпах çырлахма тиврĕ.
40-49 çулхи арçынсенчен вара пирĕн район спортсменĕсем маттурлăх кăтартрĕç. Л.Макаров (Аслă Чемен) 1-мĕш, С.Лукин (Первомайски) 2-мĕш вырăн йышăнчĕç.
50-59 çулхи арçынсенчен А.Ермилов (Первомайски) 2-мĕш, В.Кузьмин (Н.Шăхаль) 3-мĕш тухрĕç.
Кĕрхи кроса 60 çулхи тата унран аслăрах арçынсем вĕçлерĕç. Кунта М.Зайцев (Тăрăн ял тăрăхĕ) çĕнтерчĕ, А.Иванов (Первомайски) – 2-мĕш вырăнта.
Мала тухнисене Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе хавхалантарчĕç.
А.АЛЕКСЕЕВ.