29 октября 2008 г.
Районти ял тăрăхĕсене малалла аталанма пулăшас, халăх йăли-йĕркине ламран-лама куçарас тĕллевпе кăçал пĕрремĕш хут Первомайск ял тăрăхĕнче Патăрьел районĕн кунĕ иртрĕ. Район кунне паллă тунă чухне шăпах Патăрьелĕнчи тĕп больница çумĕнчи хушма корпусри терапи, неврологи уйрăмĕсем, ача-пăчапа хĕрарăмсен консультацийĕн уйрăмĕсем ĕçлеме пуçларĕç, “Первомайск-Ишлĕ-Ульяновка-Люля” автоçула уçрĕç, “Патăрьел-Ишлĕ–Люля” маршрутпа автобуссем пĕрремĕш хут пассажирсемпе çула тухрĕç.
Район кунне вырăнсенче ирттернин тĕп тĕллевĕ – ял тăрăхĕсенчи ялсен обществăлла инфраструктурине лайăхлатасси, архитектура сăн-сăпатне улăштарасси, урамсене тирпей-илем кĕртесси.
Çак кунсенче комисси 2009 çулта хăш ял тăрă-хĕнче район кунне ирттермелли конкурса пĕтĕмлетнĕ. Мĕн пур кирлĕ хутсене ăнăçлă та пахалăхлă тăратнине пăхса комисси Турхан ял тăрăхĕ çĕнтерÿçĕ пулнине палăртнă.
(Хамăр корр.).