29 октября 2008 г.
Ял хуçалăхĕнче усă куракан мĕн пур техникăна тирпейлĕ тытас, вĕсене упрас тĕллевпе районти агропромышленность комплексĕнчи машинăпа трактор паркĕсенчи “хурçă утсене” мĕн пур йĕркене пăхăнса, ГОСТпа килĕшÿллĕн хĕл каçма хатĕрлессине тĕрĕслес шутпа октябрĕн 1-25-мĕшĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем хушшинче смотр-конкурс иртрĕ.
Çак тĕллевпе йĕркеленĕ ятарлă комисси районти кашни хуçалăхрах пулчĕ, техникăна хĕл каçма мĕнле хатĕрленипе кăсăкланчĕ. Яланхи пекех уй-хир ĕçĕнчен пушаннă техникăна Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче кирлĕ пек тирпейлесе лартнине палăртмалла. “Агрофирма “Югель” тулли мар яваплă обществăра, “Батыревское” хупă акционерла обществăра, “Малалла” ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçе аван йĕркеленине палăртмалла. “Тойси”, “Звезда” хуçалăхсенче те ку ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлани сисĕнет.
Кирек мĕнле культурăна çитĕнтерсе илесси те чăн малтан техника шанчăклă, юсавлă пулнинчен килет. Паянхи куна пирĕн районта ĕçлекен тракторсен вăтам çулĕ 17, комбайнсен – 15 çул. Районта техникăна çĕнетес, тĕрлĕрен ял хуçалăх культурисем çитĕнтерсе илмелли ятарлă машинăсен комплексне туянас, çĕнĕ технологине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçсем анлăн сарăлса пыраççĕ.
Кăçал районта 53 единица ял хуçалăх техники туяннă. Ку вăл 55,6 миллион тенкĕлĕх пулать. Тракторсен йышне 3,8, комбайнсенне 4,2, çĕр улми пуçтаракан комбайнсенне 30 процент çĕнетнĕ.
Паян уй-хир ĕçĕсене ансатлатма, çăмăллатма, культурăсене перекетлĕ пуçтарма хуçалăхсенче комбинированный 16 ака агрегачĕ, “Кузбасс” ака комплексĕ, 18 дискатор, МТЗ-1221 йышши 17 трактор, “Класс-Медион”, “Полесье-1218”, «АКРОС-530 комбайнсем, ДОН-1500 тырă çапакан 14 комбайн, пневматикăлла сортировкăсем тата ытти те пур. Çĕр улми, сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илекен машинăсен комплексĕ те питĕ шанчăклă техника. Урăхла каласан çакнашкал хăватлă техникăна тирпейлĕ те перекетлĕ тытма кашни çулах питĕ тĕплĕ упрама лартмалла. Вĕсем нумай çул ĕçлесе хуçалăхсене пысăк пулăшу, тупăш паччăр тесе тăрăшмалла.
Ял хуçалăх ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, кăçал ырми-канми тăрăшнă хăш-пĕр çĕр ĕçченĕсене ятран асăнас килет. Сăмахран кăçалхи ĕççинче “Исток” хуçалăхри Н.Тихонов КЗС-1218 “Полесье” комбайнпа 20700, “Батыревское” хупă акционерла обществăри Г.Арланов ДОН-1500 комбайнпа 20220, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминчи А.Французов “Акрос-530” комбайнпа 21000 центнер тĕш-тырă çапса илнĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе “Красное знамя” кооперативри В.Давыдова, “Батыревское” хуçалăхри В.Ракова, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминчи А.Ершова уйрăмах палăртса хăвармалла. Трактористсенчен В.Пров (ООО АФ “Югель”), В.Плечов (ООО АФ “Тойсинская”, А.Раськин (“Батыревское”), водительсенчен А.Назаров (“Красное знамя”), Г.Жидков (“Батырев-ское”), Г.Кошкин (“Труд”) пысăк хастарлăхпа ĕçленĕ. Вĕсене тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, техникăна яланах юсавлă тытнăшăн тав тумалăх та пур.
И.ВАСИЛЬЕВ,
районти тĕп инженер;
А.ДУМИЛИН,
районти гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ.