29 октября 2008 г.
(Ял хуçалăхĕпе продукци тирпейлекенсен кунне районта юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче уявлĕç)
Кĕр мăнтăрĕ Пире те савăнтарĕ
Ватăсем çурхи кун çулталăк тăрантарать теççĕ пулин те пÿлмесемпе ларсене, путвалсене акнă-лартнă культурăсем кĕрсе пĕтмесĕр кĕр мăнтăрĕпе, хамăрăн ĕçĕн результачĕпе мăнаçланма пултараймастпăр. Халĕ вара шăпах çав вăхăт темелле.
Кăçалхи ял хуçалăх çулĕ пирĕншĕн, “Первомайск” ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсемшĕн ăнăçлă та, тухăçлă та вĕçленчĕ темелле. Хуçалăхра 1197 гектар сухаланакан çĕртен 570-шĕ çинче пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнчĕç. Тулли те вăрăм пучахсем пиçсе, пулса çитсе пуçĕсене тайнă чухне кăмăла çĕклетчĕç. Чăнах та, начар мар пăхса ÿстертĕмĕр пулас тыр-пула. Пурне те наука ыйтнă пек туса çитереймерĕмĕр пулин те пысăк тухăçшăн мĕн пур майсемпе усă куртăмăр. Калчасене вăхăтра апатлантарнă, кирлĕ пек пăхса тăнă. Ĕçĕн юлашки результачĕ начар мар темелле. Кашни гектартан 28,8 центнер тĕш тырă пуçтарса кĕртрĕмĕр. Уйрăм культурăсен тухăçĕ тата пысăкрах. Сăмахран, чылай хуçалăхра акма та пăрахнă пăрçа гектартан 32 центнер, урпа – 35,5, вика 41,8 центнер тухăç пачĕ.
Пропашной культурăсен тухăçĕ те начар мар. “Иккĕмĕш çăкăр” гектартан 250, сахăр чĕкĕнтĕрĕ 368 центнер тухрĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăх ĕçченĕсем, пенсионерсем шăпах ытлашши çĕр улмине сутма суйлаççĕ, хиртен хÿтлĕхе турттарса хунă сахăр кăшманне тиесе Ульяновск облаçĕнчи Чăнлăна ăсатаççĕ.
Ял хуçалăх производство кооперативĕнче çĕр ĕçĕнчи мĕн пур ăнăçу, тухăç, тупăш механизаторсен, комбайнерсен яваплăхĕнчен, пысăк тăрăшулăхĕнчен килет. Тĕпрен илсен пирĕн кадр ыйтăвĕпе çивĕч проблема çук. Пурте “хурçă утсемпе” темиçешер çул пĕр чĕлхе тупнăскерсем. Акă, Ю.Савин механизатор Т-150 трактора яланах пĕр тикĕс ĕçлеттерет. Çур акинче акма çĕр хатĕрлет, кĕрхи ĕçсем тирпейленнĕ хыççăн пушаннă хирсене черетпе сухалать. Иртнĕ уйăхра çеç вăл хăй пĕччен 218 гектар çĕре хатĕрлесе хăварнă. В.Киргизов механизатор та хăйĕн ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлать: дисклать, ядохимикатсем сапать, выльăх апачĕ валли ешĕл курăк çулать тата ытти те.
Пирĕн хуçалăхăн çĕр улми туса илес тĕлĕшпе тăтăшах районăн вăтам тухăçĕнчен пысăкрах кăтарту. Çакăнта чăн малтанах Ю.Дикин механизаторăн пысăк тÿпи пур темелле. Темиçе çул ĕнтĕ вăл çак культурăн технологине алла илес тĕлĕшпе тимлет. Пикенсе ĕçлени вара кăçал куç умĕнче. Хуçалăхра тав сăмахĕ каламалли механизаторсем татах та пур: З.Степанов, В.Никитин, тин çеç техника вăрттăнлăхне хăнăхса пыракан П.Глушко тата ытти те. Çĕр ĕçĕпе малашне те тăрăшса ĕçлеме сывлăхсем çеç пулччăр.
Хуçалăх правленийĕ енчен акара, вырмара ĕçлекенсене кирлĕ пек тÿлемелли йĕркине, хавхалантарăвне малтанах йышăнатпăр. Механизаторсене ĕçĕн юлашки результатне, пахалăхне пăхса тÿлетпĕр, тÿлевсĕр тырă парса хавхалантаратпăр. Яваплăха туйса ĕçлесен пĕр сезонта 5-6 е ытларах та тонна тырă илеççĕ вĕсем. Ку вăл тĕп ĕç укçисĕр, утăсăр пуçне. Ялта пурăнакана выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерме чăн малтанах утă-улăм, тырă кирлĕ-çке.
Çак меслетпех çуллахи тапхăрта пай çинче тăрăшакансене те хавхалантаратпăр. Çавăнпах пулĕ пирĕн хуçалăха севок, сахăр чĕкĕнтĕр пайĕсене тирпейлесе, çумласа тăма, кĕркунне вара пуçтарса илме, кăларма Ишлĕрен, Пăлапуç Нурăсран, Пăлапуç Пашьелĕнчен çынсем хаваспах çÿреççĕ. Эпир вĕсене ĕçлеме, канма мĕн пур условисене туса пама тăрăшатпăр.
Кăçалхи кĕр мăнтăрĕ пирĕн кашнийĕн кăмăлне тупрĕ. Çакă, паллах, пирĕн пурин те уяв умĕнхи савăнăç.
И. КИРГИЗОВ,
хуçалăхăн тĕп агрономĕ.