29 октября 2008 г.
Пурнăç пăрнăçĕнчи самана таппи кашни çынна хăйне майлă пурăнма хистет. Пĕр 12-15 çул каялла районти фермер хуçалăхĕсене пÿрнепе шутласах тухма пулатчĕ темелле. Халĕ вара вĕсем çулсеренех улмуççи турачĕ пек сарăлса, йышланса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра районта 274 хресчен фермер хуçалăхĕ. Пĕлтĕр çак пысăк çемьере 232 ятпа хушамат çеç пулнă. Çулталăкра вĕсем 42-ĕн хутшăннă.
Паянхи куна районти уйрăм çĕр хуçисенчен “Чабатов Ф.К.” хресчен-фермер хуçалăхĕ пур енĕпе те чи кăтартуллă ĕçлесе пыракансенчен пĕри. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн ертÿçине – Фарид Киаметдиновича кăçалхи ĕç кăтартăвĕпе “Районти чи лайăх фермер хуçалăхĕ” хисеплĕ ят пама тăратнă. Вăл вара пурнăçра пултаруллă фермер çеç мар, ăста спортсмен, тăрăшуллă атте, шанчăклă юлташ та.
Пурнăç шăпи Фарида пур енлĕ те тĕрĕсленĕ. Кооператив училищинчен вĕренсе тухса специальность илнĕ хыççăн салтак пăттине çисе пиçĕхнĕ, тĕрекленнĕ. Хăйĕнчен самай çамрăк чиперккепе – Лильăпа çемье çавăрнă хыççăн чылай вăхăт çĕр-шывăн тĕп хулинче – Мускавра пурăннă. Кунта яваплă вырăнта ĕçлесе перекетлĕ те тирпейлĕ çемье пуçлăхĕ алă-ура çавăрмалăх, пурнăçне сыпăнтарса ямалăх самай сум пуçтарнă. Темиçе çул каялла вара вăл тăван яла – Шăнкăртама куçса килсе тымар янă, тĕпленнĕ.
Фарид Киаметдинович каланă тăрăх, вăл нихçан та вăхăта алă усса ларса ирттерме хăнăхман. Инçе çултан яла килсе вырнаçсанах вăл теветкеленсех 2003 çулта хăй уйрăм фермер хуçалăхĕ уçма тĕллев лартать. Çирĕп кăмăллăскер, шухăша каллĕ-маллĕ пăркаласа улăштармасть. Хăй яваплăхĕ çине виççĕр гектара яхăн çĕр илет, кирлĕ техника туянать, пĕрремĕш ака-суха валли вăрлăхне янтăлать, хăй çумне шанчăклă ĕç аллисене явăçтарать... Çапла майпа ерипен-ерипен хăйĕн пĕчĕк хуçалăхне ĕçлеттерсе ярать.
“Чабатов Ф.К.” хресчен-фермер хуçалăхĕ паян районта чи кăтартуллисен йышĕнче. Хăйĕн çаврăнăçулăхĕпе Фарид Киаметдинович маларах çĕр хуçин яваплăхне илнĕ çынсенчен те ирттерчĕ темелле. Техника бази те шанчăклă унăн. Банк çăмăллăхĕпе усă курмасăрах икĕ “Дон” комбайн, МТЗ-82 трактор, СЗП сеялка, опрыскиватель, дискатор тата ытти техника та туяннă. Ун патĕнче килĕшÿпе ĕçлекен çынсем те яланах шанчăклă, çирĕп йĕркене пăхăнаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ фермерăн ĕç результачĕ те кăмăллă. Кăçал, сăмахран, вăл кашни гектартан 35 центнер пĕрчĕллĕ культура пуçтарса илнĕ. Ял хуçалăх кооперативĕсен те кун пек тухăç сахал. 30 гектарта çитĕннĕ çĕр улми тухăçĕ те начар мар, гектартан 220 центнер тухнă. Районта шутлă хуçалăхсенче çеç сахăр чĕкĕнтĕрĕпе ĕçлеççĕ. Çĕр хуçи унăн технологине те алла илнĕ. Кăçал та çак культурăна вунă гектар çинчен пухса илнĕ.
Фарид Киаметдиновича пĕрремĕш хут куракан çын чăн малтанах фермер мар, спортсмен тесе хак пама пултарать. Çирĕм çул ытла вăл хăйĕн пурнăçне спортпа тĕреклетет. Çамрăк чухнех вăл спортăн ирĕклĕ майпа кĕрешес енне суйласа илнĕ. Салтакра чухне бокспа та кăсăкланнă. Фермер спорт каçалăкĕнче те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ, ăнăçу тăвать. Районти акатуй-сабантуй паттăрĕ те пулнă. Чун туртнипе, сăвапшăн ĕçлет паян вăл çамрăк спортсмен-кĕрешÿçĕсемпе, вĕсене çак енĕпе ура çине тăма пулăшать. Вулакан ĕненĕ е çук, маларахри çулсенче Фарид килти подвалта пĕчĕк спортзал туса секци йĕркеленĕ. Ачасене тĕрлĕрен ăмăртăва хутшăнма хатĕрленĕ. Виççĕмĕш çул вара вĕсен ятарлă спортзал пур. Унăн вĕренекенĕсем классикăлла, тутарла-пушкăртла тата ытти мелпе кĕрешес енĕпе мĕнле кăна пысăк хуласене çитмен-ши; Пĕлтĕр çеç, çамрăк спортсменсем Ф.Чабатов ертсе пынипе тата хатĕрленипе 32 турнира хутшăннă! Çул-йĕр тăкакĕсене хăйех саплаштарнă.
Чăваш Республикинчи тутарла-пушкăртла кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕ Ф.Чабатов çак кунсенче И.Шамсутдинов спортсменпа Санкт-Петербурга тĕнче шайне тухмалли ăмăртăва кайма хатĕрленет. Ăнăçу пултăр вĕсене.
Пултаруллă фермерпа ăста спортсмена пурнăçра чăн малтанах юратнă мăшăрĕпе виçĕ ачи хавхалантарса пыраççĕ. Вăл вара вĕсемшĕн пысăк тĕрев, шанчăк, юратнă çын. Ахальтен мар ĕнтĕ çемье пуçлăхĕ пурнăçри мĕн пур ăнăçăва Лилия мăшăрĕпе, икĕ хĕрĕпе тата ывăлĕпе çыхăнтарать.
А.ЕГОРОВА.