АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăкла саманаран шар курнă, ватлăхра суккăр юлнă

29 октября 2008 г.

Общество историйĕнче чи синкерлĕ страницăсенчен пĕри – иртнĕ ĕмĕрĕн 30-50 çулсенчи политика репрессийĕ. Пĕр айăпсăр çынсем “сутăнчăк”, “халăх тăшманĕ”, “патшалăха хирĕç каякан” тата ытти пÿтсĕр пулса тăнă. Вĕсем вара сăлтавсăр-мĕнсĕрех концлагерьсенче нушаланнă, тĕрмесенче çĕрнĕ... Саккун тесен пурин те сехри хăпнă.

Тăхăрвуннăмĕш çулсенче вăхăтĕнче шар курнисен, терт-нуша чăтнисен çемйисене патшалăх шайне кăларчĕç, вĕсене ятран асăнма пуçларĕç, таса ячĕсене каялла тавăрчĕç.

Паян районĕпе политика репрессине пула шар курнă çемьесенче таса ячĕсене каялла тавăрнă 77 çын пурăнать. Чылайăшĕ вĕсенчен ватă ĕнтĕ, сывлăх тĕлĕшĕнчен те йăшнă. Патăрьелĕнчи ваттисен çуртĕнче пурăнакан Евгения Петровна Куракова таса ята каялла тавăрнисен йышĕнче тăракансенчен пĕри. Йышлă çемьере çуралса ÿснĕ Чăваш Ишек хĕрĕ. Çамрăкла саманаран шар курнă, ватлăхра вара сĕм суккăр тăрса юлнă. Сакăрвунă çула капашакан хĕрарăм тăван ашшĕне – Петя тетене “троцкист” тесе айăпласа епле мăшкăлпа аллисене хыçалалла хурса тĕрмене илсе тухса кайнине паянхи пек ас тăвать. Тăваттăмĕш класра вĕренекен хĕр ачан чĕрине сăнă евĕр тăрăнса кĕрсе юлнă çак самант. Акă мĕнле куç умне кăларса тăратрĕ вăл ăна:

– Питĕ асра юлмалли кун, кивĕ Çĕнĕ çул каçчĕ ун чухне. Пирĕн пата каçхине виçĕ тĕреклĕ арçын килсе кĕчĕç. Аттене тÿрех ярса тытрĕç те тепĕр пÿлĕме уйăрса кĕрсе пусахласах сак çинче темĕнле хут çине алă пусма ыйтаççĕ. Çав вăхăтра хăйсем сцена çумне çыпăçтарнă шпалерсене чарт та чарт! тутарса çура-çура антараççĕ. Эпĕ хăранипе тăр-тăр чĕтреме пикентĕм. Вĕсем кăшкăрашнă вăхăтра майĕпен-майĕпен çеç анне çумĕпе йăпшăнса крыльца çине тухрăм та çарамасах икĕ чÿрече айĕпе юр çийĕн хырăмпа шуса урамри калитке патне çитрĕм. Унтан аттене тытса кайма килни çинчен пĕлтерме çиçĕм пек аннепе пĕр тăван Клавье аппасем патне чупрăм. Паллах, унта хыпăнса кайни те усси пулмарĕ, аттене лаша çине çыхса хунă пекех Шăнкăртамри НКВДна илсе кайрĕç. Ун хыççăн Йĕпреçе, каярахпа пысăк хуласенчи тĕрмесене куçарчĕç... Вунă çул ытла кĕтрĕмĕр эпир атте таврăнасса.

Çапла, тĕрмене лекнĕ чухне хапхаранах кĕреççĕ те, тухнă чухне çулĕ пит хĕсĕк. Вăл çеç те мар-ха. Пĕринчен тепри ашшĕнчен вакă юлнă ачасене тÿрĕреххисем мĕнле кăна хăртман, мăшкăламан, йĕкĕлтемен-ши; Кил хуçи салтака кайнисен çемйисене хуçалăхра ĕçленĕшĕн пĕр сăмахсăрах тырă панă, вĕсене вара... Амăшĕ йывăç кравать çинче çывăракан ачисем çине каçсерен урлă выртса макăрнă. Сакăр ачана унăн мĕн çитерсе тăрантармалла пулнă-ха; Кĕçĕнни тата çулталăкран çеç иртнĕ. Мавра аппана тайăлнă пурнăçа ура çине тăратма, ăна тытса тăма çав тери йывăра килнĕ. Кунпа куна сыпăнтарса пыма та çăмăл пулман çемьене.

Петĕр тете çак вунă çул хушшинче те çемьепе çыхăну татман. Юлашкинчен хурăн хуппи çине çырса янă çырăва Евгень аппа лайăх ас тăвать. Çыру тексчĕ вăрăм пулман: “Киле пырас пулсан мана йышăнатăр-и;” – тенĕ унта. Çак хыпара илтсенех кĕçĕн ывăлĕ Ваня унтан-кунтан кивçен укçа тупса инçе çула, ашшĕне илме тухса кайнă. Чылай аташса çÿренĕ пулин те пурпĕрех тупнă вăл ăна, çывăх çынна çемьене каялла тавăрнă.

Тĕрме пурнăçĕ П.Кураковăн чĕрине тимĕре тутăх çинĕ евĕр кăшланă. Вăл çеç те мар-ха. Маларах тата вĕсен çемйине пуянсен шутне кĕртсе раскулачит тунă. Мĕн пур пек пурлăха, тырри-пуллине пуçтарса йышлă ачаллă çемьене унтан та кунтан çил вĕрекен çĕтĕк-çурăк çурта кăларса янă. Хирĕç тăрсан – каллех хăвна валли шăтăк алтан...

Пурнăç пăрнăçĕсенче самай нуша, терт, асап курнă Е.Куракова ватă, сакăлталлă саманан пăтрашуллă тапхăрĕсене чылай чăтнă. Мĕн ачаранах вăл турта çине таянса ÿснĕ тиха пек ĕçе кÿлĕннĕ. Çемье çавăрма шутламан ватăн ĕç стажĕ – çур ĕмĕр! Хуйха-суйха, йывăрлăха вăл яланах ĕçпе пусарнă. Фермăра та, санитаркăра та, кухньăра та, технологра та ĕçленĕ вăл, пур çĕрте те ырă ят çĕнсе илнĕ. Паян вара Евгения Петровна социаллă работниксен ырă та шанчăклă аллинче. Шăпа ăна кунта ăнсăртран, виçĕ çул каялла сĕм суккăр пулса ларнă хыççăн илсе çитернĕ. Куçĕ курмасть пулин те вăл патшалăх çуртĕнче те хăйне ăшă, кăмăллă туять. Çакă, паллах, чăн малтан вĕсене пăхса тăракан ĕçченсен тивлечĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика