АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяр кунсемпе туллин усă курасшăн

01 ноября 2008 г.

Таврара кĕркуннен юлашки уйăхĕ хуçаланать. Çапах та çанталăк уяр тăрать-ха. Çул-йĕр ĕçченĕсем çак паха кунсемпе туллин усă курасшăн. Акă, районта кăçал 19,38 километр асфальтлă çул хута янă. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн “Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсен линийĕсене тăвассине вĕçлемелли мерăсем çинчен” йышăннă указне пурнăçа кĕртес тесе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çул-йĕр ĕçченĕсем ырми-канми вăй хураççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем “Турхан – Хурама-Твар” (1,23 километр), “Первомайск – Сител – Пÿртлĕ” (2 километр) объектсенче тăрăшаççĕ.

Нумаях пулмасть çак объектсене “Чăваш Республикинчи çул-йĕр управленийĕ” патшалăх учрежденийĕн ертÿçи В.Антрохов, район пуçлăхĕн çумĕ, обществăлла инфратытăм аталанăвĕпе строительство пайĕн начальникĕ И.Дикин, ООО “Дорсервис”, Патăрьелĕнчи ДРСУ ертÿçисем çитсе курнă, ĕç-хĕлпе паллашнă.

А.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика