01 ноября 2008 г.
Районта тавралăха, хамăр пурăнакан вырăна йывăç-тĕм лартас ĕç малалла пырать. Чылай ял тăрăхĕнче, хуçалăхсенче ăна ăнăçлă йĕркеленĕ. Нумай пулмасть, акă, çак сăлтавпа Алманчăсем кар тăнă. Ял тăрăх ĕçченĕсем (пуçлăхĕ Г.Фомин) хăйсен пуçарăвĕпе ял стадионĕ таврашĕнче виçĕ çулхи хыр йывăçĕн тĕмĕсене лартса хăварнă. Çак яваплă ĕçе йĕркелеме В.Павлов ял тăрăх депутачĕ хастар хутшăннă.
Ырă ĕçсен çулталăкĕнче йывăçсене лартнипе çеç мар, вĕсене пĕрлехи вăйпа, тăрăшулăхпа сыхласа хăварма та калаçса татăлнă.