01 ноября 2008 г.
Патăрьелĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексне кашни кунах ачасем йышлăн çÿреççĕ: пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та бассейнра шыва кĕрсе киленме, сывлăха çирĕплетме килеççĕ. Районти тĕрлĕ шкултан та çитеççĕ кунта. Акă, сăмахран, “Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн” акцие хутшăнса Ыхра Çырминчи тĕп шкулта вĕренекенсем кашни кунах ушкăнпа спорт комплексне çула тухаççĕ. Хăтлă çуртра вĕсене кунти ĕçченсем питĕ тарават кĕтсе илнĕшĕн çав тери савăнаççĕ ачасем. Шкулта вĕренекен 170 ачаран 123-шĕ паян бассейн ырлăхĕпе усă кураççĕ.
Ырă ĕç ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх пултăр. Спорткомплекса вара пурне те хапăл туса кĕтет.