АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăçсем те макăраççĕ

01 ноября 2008 г.

Эпир, ачасем, ал-урана ыраттарсан куççуль кăларсах макăратпăр. Йывăçсем те тураттисене хуçса амантсан, выльăх-чĕрлĕх кăшласан “йĕреççĕ”, анчах çынсем пек сасăпа макăрмаççĕ. Çапах та вĕсен суранĕ пирĕнни пекех ыратать. Çакна эпĕ М.Трубинан “Шĕшкĕ” калавне вуланă хыççăн лайăх ăнлантăм.

Çак калавра ачасем мăйăр татассишĕн шĕшкĕ йывăçне хуçса пĕтерни çинчен çырса кăтартнă. Йывăçсен пĕтĕм шăм-шакĕ тÿсме çук ыратать. Шĕшкĕн кÿршисем ăнланаççĕ ăна, шеллеççĕ, йăпатаççĕ. Ман шутпа, турат хуçни – эпир пÿрнене çĕçĕпе кастарнă пекех. Тепĕр çул шĕшкĕ мăйăр параймасть. Унăн вăйĕ çук.

Çуркунне тата эпир хурăнсен пылак шывне пĕр шеллемесĕр юхтаратпăр. Ку вăл унăн куççулĕ пулать. Куççуль нумай юхтарсан, хурăн типет.

Пирĕн тăрăхра йывăç ахаль те сахалланса пырать. Йывăç йышлăрах пулсан, çынсем сахалтарах чирлĕччĕç, сывлăш та тасарах пулĕччĕ. Çавăнпа та манăн пурне те çапла калас килет: “Йывăçсене нихăçан та ан хуçăр, ан ватăр. Вĕсен те ыратать, вĕсем те пирĕн пекех макăраççĕ. Сасси кăна илтĕнмест”.

Ю.КУЛАКОВА.

Ыхра Çырми шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика