АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунăм таçта туртăнать.

01 ноября 2008 г.

Хăйĕн ĕçне парăннă, ачасене юратакан вĕрентекен пирки пулĕ сăмахăм. Тăвай районĕнчи Йăнтăрччăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Галина Петровна Васильева 22 çул ачасене чăваш чĕлхипе литература вĕрентет.

Галина Петровна 1963 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Ишлĕ ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕ сутуçăра тăрăшнă, амăшĕ мăшăрне те пулăшнă, тăван колхозра ĕçлеме те ĕлкĕрнĕ. Ашшĕ-амăшĕ тăхăр ачине ура çине тăратма ырми-канми ĕçленĕ.

1981 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетĕнче пĕлÿ пухма пуçланă хĕр. Галина Петровнăна Йăнтăрччăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула ĕçлеме янă. Кунтан вăл паянхи кунччен пĕр улшăнмасăр тăрăшать.

– Учитель профессине шкулта вĕреннĕ чухнех килĕштернĕ. Класс ертÿçин тата юратнă вĕрентекенĕн – Зинаида Владимировна Козловăн – урокĕсем халĕ те куç умĕнче. Чунри пĕлÿ хĕлхемне вăлах чĕртсе ячĕ пулĕ. Зинаида Владимировна чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ пулнă май, ку предметсене ытларах юратнă, тĕпчеме ăнтăлнă. Çавăнпа шăпама вĕрентÿпе çыхăнтартăм пулĕ. Халĕ куншăн пĕрре те ÿкĕнместĕп, – каласа парать Галина Петровна.

Вĕрентекен кашни ачарах пултарулăха аталантарма ăнтăлать. Ачисем те вĕрентекен пекех хастар та тавçăруллă, пуян тавра курăмлă. Республикăра иртнĕ “Букварьтен – илемлĕ литературăна çити” конкурсра 2005 çулта Анна Хайдукова 3-мĕш вырăна тухнă, 2007 çулта çак конкурсрах Екатерина Семенова çавăн пекех 3-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарнă. 2007 çулта Екатерина Семенова çак конкурсрах сăвă çырассипе дипломпа парнене тивĕçнĕ. Кун пек тĕслĕх нумай. Ирина Яковлева республикăри чăваш чĕлхипе литературин олимпиадинче те шкул чысне хÿтĕленĕ. Ачасен пултарулăхне аталантарнăшăн Галина Петровна ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Тав хутне тивĕçнĕ. Ытти дипломпа грамота та нумай унăн.

Пĕлÿ тинĕсĕнче 22 çул вăй хурать Г. Васильева. Унăн 9 вĕренекенĕ юратнă учителĕн çулне суйласа илнĕ. “Вĕрентсе кăларнă ачасем халĕ те шкула килсе кураççĕ, интересленеççĕ. Шкул çулĕсене аса илсе уроксенче ларакансем те пур, тĕрлĕ уявпа час-часах саламлаççĕ. “Иккĕмĕш ачасем” (вĕсене çавăн пекех калас килет) манса кайманни, хăнана килсе çÿрени – маншăн чи пысăк парне. Апла пулсан тăрăшни сая кайман”, – тет вĕрентекен.

Шкулта нумай çул ĕçленĕ май самана кустăрмипе пĕрле ачасем те улшăннине палăртать Галина Петровна: “Чи пĕрремĕш кăларăмри ачасем питĕ хастар та пултаруллăччĕ, вĕсен тимлĕхĕ те пысăкрахчĕ. Халĕ ачасем... урăхларах. Тен, паянхи пурнăç тĕкĕрĕ вĕсен кăмăл-сипетне улăштарать; Вĕренес туртăм хавшакрах, çăмăлрах мелсемпе усă курма тăрăшаççĕ. Шкулта ачасен шучĕ чакни те курăнать”.

Галина Петровнăна тÿрĕ чунлă, ырă кăмăллă, тÿсĕмлĕ, пуçаруллă пулнăшăн вĕренекенсем те килĕштереççĕ, шкул коллективĕ те хисеплет. “Пирĕн шкул коллективĕ питĕ туслă. Вĕрентекенсем пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ. Ĕçре хавхалантарни, хисеплени, ăнланни кăна çитĕнÿ патне çитерет”, – тет Г.Васильева.

Йывăр та пархатарлă ĕçре çемье хавхалантарăвĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. “Çемье юратăвĕпе ăшши маншăн – чи кирли. Мăшăрпа пĕрле 21 çул килĕштерсе пурăнатпăр. Вăл мана яланах ăнланма тăрăшать, пулăшать, хавхалантарать. Эпир пĕрле икĕ ача ÿстеретпĕр. Манăн хунямапа хуняçа та – çав тери кăмăллă, вашават çынсем, йывăр вăхăтра яланах çумра. Эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп”, – çапла вĕçлерĕ калаçăва Галина Петровна.

Оксана ТАБАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика