01 ноября 2008 г.
Оренбург облаçĕнче шкул ишĕлсе çынсем вилнине пула, Патăрьел район прокуратури пушар хурал уйрăмĕпе тата Роспотребнадзорăн территори пайĕпе пĕрле 1960 çулта е унран маларах туса лартнă районти шкул çурчĕсене тĕрĕслесе тухрĕ.
Ун пек çуртсенче Анат Туçа шкулĕн Тутар Тимешĕнчи уйрăмĕ (1925 çулта туса лартнă), Çĕнĕ Ахпÿрт (1950), Ишлĕ (1956) шкулĕсем, Еншик (1958), Тăрăн (1959), Кивĕ Катек (1960) шкул-садиксем вырнаçнă.
Патăрьел районĕн пуçлăхĕ июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче кăларнă йышăнупа туса хунă комисси шкулсене йышăнас тĕллевпе тĕрĕслесе тухнă, анчах хăш-пĕр вĕренÿ учрежденийĕсем пирки актсенче тĕрĕс мар кăтартнисем те пур.
Сăмахран, Тăрăнти шкул-садра урамрине сăнамалли прибор, хурал кнопки пур тесе çырнă, анчах вĕсем пулман. Çĕнĕ Ахпÿрт шкулĕнче педагогсен йышĕ 100 процент тенĕ, тĕрĕссипе 94,7 анчах. Пушар хуралĕн системи çук тенĕ, анчах вăл пулнă. Вĕрентÿ учрежденине тивĕçтернĕ сĕтел-пукан хакне кăтартман. Çак шкул вĕренÿ çулне хатĕррипе хатĕр марри пирки палăртман.
Ишлĕ шкулĕ енĕпе те столовăя технологи хатĕрĕсемпе тивĕçтернин пĕтĕмлетĕвĕ çук, информатика кабинечĕ санитари нормисене тивĕçтерни çинчен те асăнман.
Еншик шкулне федераллă учебниксемпе епле тивĕçтернин кăтартăвĕсем, вĕсене мĕн чухлĕ тăкакпа туянни, ăшă системине тĕрĕслени курăнмасть.
Пирĕн тĕрĕслев çÿлерех асăннă вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ вăтам шайра пулнине кăтартрĕ. Палăртнă юсав ĕçĕсене пĕтĕм шкулсенче пурнăçланă. Аварилле лару-тăрăва пула кăçал е тепĕр çул реконструкцилемелли çуртсем çук. Лицензисенче палăртнисене пăхăнаççĕ.
Муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕсен учредителĕ – Патăрьел районĕн администрацийĕ. Вăл вĕренÿ çулне хатĕрленес ыйтусене кун йĕркинче тытать.
Райадминистрацин вĕрентÿ пайĕ 2008-2009 вĕренÿ çулне хатĕрленсе пĕтĕм учрежденисенче çиçĕмсиренсем вырнаçтарнă, маччасенчи йывăç япаласене вут-çулăмран хÿтĕлекен шĕвекпе сирпĕтнĕ, апат-çимĕç блокĕсене сивĕ тата ăшă шыв кĕртнĕ, çутă системисене юсанă, çурт-йĕре илемлетнĕ. Шкулсене юсама район бюджетĕнчен уйăрнă укçапа пĕтĕмпех усă курнă.
Шкулсене вĕренÿ çулне хатĕрленине тĕрĕсленĕ чухне Роспотребнадзор Кивĕ Катек, Еншик, Тăрăн, Çĕнĕ Ахпÿрт шкулĕсене пĕр асăрхаттарусăр йышăннă, Ишлĕ шкулне вара сивĕтекен оборудовани вырнаçтарма предписани панă. Ăна шкул пурнăçланă.
Пушар инспекцийĕ Кивĕ Катекри шкул-садикра пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăснине палăртнă. Кăлтăксене палăртнă вăхăтра пĕтернĕ. Çĕнĕ Ахпÿрт шкулĕпе те çав лару-тăрăвах. Еншик шкулĕн директорне вара пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăснăшăн административлă явап тыттарнă.
Кивĕ Катек шкул-садикĕсĕр пуçне тĕрĕсленĕ ытти шкулсен çурчĕсем строительство нормисемпе килĕшсе тăраççĕ. Кивĕ Катек шкул çурчĕпе вара 2007 çулхи сентябрĕн 1-мĕшренпе усă курман.
Тĕрĕслев итогĕсем тăрăх Патăрьел районĕн пуçлăхне представлени тăратнă.
Инкек пуласран маларах сыхланнине нимĕн те çитмест. Çакна мĕн пур шайри ертÿçĕсен асра тытмалла.
Е.ИВАНОВА,
район прокурорĕн пулăшуçи.