12 ноября 2008 г.
Тунтикун район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕн пĕр-ремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пынă. Канашлура иртнĕ эрнери районти ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, çĕнĕ ĕç эрнинчи тĕллевсене палăртнă, ыйтусене çивĕчлетнĕ.
Канашлура район тата ял тăрăхĕсен бюджечĕсене пахалăхлă, кирлĕ пек пурнăçлас, хутмалли тапхăр вăхăтне ăнăçлă ирттерсе пырас, резерв топливине çителĕклĕ хатĕрлес ыйтусене сÿтсе явнă, вунă уйăхри демографи лару-тăрăвĕпе паллашнă.
Иртнĕ эрнери пĕл-терĕшлĕ ĕçсенчен пĕри – район Пухăвĕн депутачĕсем 2009 çул валли бюджет йышăнни. Çывăх вăхăтра ял тăрăхĕсенче те çакнашкал пĕлтерĕшлĕ документсене йышăнма пуçламалла.
Ялти врач амбулаторийĕн, пĕтĕмĕшле практика врач офисĕсен заведующийĕсемпе, район больницинчи уйрăм заведующийĕсемпе, врачсемпе, медсестрасемпе йĕркеленĕ производство канашлăвĕнче çĕнĕ тÿлев системине сÿтсе явнă, Кзыл Чишмари пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче Донор кунне ирттересси пирки калаçнă.