12 ноября 2008 г.
Ял хуçалăхĕпе продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне “Звезда” кооперативра Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе пĕрле паллă турĕç. Вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашма пынă чухне сысна ферминче ĕçлекесен савăк кăмăлĕ те сĕвĕрĕлменччĕ-ха. Кĕрекере пĕрле ларса чей ĕçме В.Воробьев утарçă кучченеç пыл та илсе каçнă-мĕн. Унпа тепĕр кун та сăйланчĕç.
Вăй хурса ĕçлемелĕх пур вара. 750 пуç сысна хуçалăхра. Вĕсенчен 60-шĕ – тĕп амасем, 30-шĕ – тĕрĕслемеллисем. Выльăх шучĕ яланах пĕр шайра та тăмасть. Амасене çăвăрлаттараççĕ, çитĕннисене сутаççĕ. Кăçалхи иртнĕ 10 уйăхра кашни тĕп ама пуçне 16,5 çура илнĕ.
Витесене хĕле хатĕрлесе юсанă. Чÿречисене сивĕ кĕресрен питĕрнĕ. Алăкĕсем юсавлă. Урайĕсене бетон ярса тикĕсленĕ, кивĕ хăмисене улăштарнă. Выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрленĕ. Белоклă-витаминлă типĕ хутăшпа самăртассине тĕпе хураççĕ. Паха апата Чулхуланах кайса илеççĕ. Самăртакан ушкăнрисене çăнăх, выльăх чĕкĕнтĕрĕ, пулă, ытти хутăшсене çитереççĕ. Шыв çителĕклĕ. Ай сарăмĕ типĕ. Вите ăшă. Тата мĕн кирлĕ. Выльăха пăхма пĕлнĕрен ĕçĕ те кăтартуллă ĕнтĕ. Самăртакан ушкăнрисем талăкра 600 грама яхăн, амаран уйăрнă çурасем 400 грама яхăн ÿт хушса пыраççĕ.
Кадрсем вырăнта пулни те ĕçре ăнăçу кÿрет. Амасем патĕнче ĕçлекен Г.Суркова халиччен миçе çамрăк выльăх алла илнине шутласа та кăлараймастех. Галя шкул сакки çинчен ансанах килнĕ фермăна. Унтанпа 30 çул та иртнĕ. Ăна ĕçре З.Кузнецова пулăшса пырать. Амаран уйăрнă çурасене С.Платоновăпа Г.Мясникова пăхаççĕ. Иккĕшĕ те маттурсем. Светланăна тăрăшуллă ĕçшĕн Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче кооператив правленийĕ пĕр михĕ сахăр песукĕ парса хавхалантарчĕ. Галя вара районти АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пайăн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.
В.Нурсова та выльăхсен “асламăшех”. Самăртакан ушкăнри 190 пуçа пĕчченех пăхать. Лавĕ-лавĕпе пусыпка турттарса выльăх умне вăхăтра çитерет. Республикăра ирттерекен ăратлă выльăхсен куравне çулленех хутшăнать вăл. Мăшăрĕ те фермăра. А.Гнидинпа пĕрле выльăх апачĕ хатĕрлеме, тислĕк кăларма пулăшаççĕ. Механизаци енĕпе В.Рыбаков яваплă.
Выльăхсем сывлăхлă ÿсчĕр тесе Г.Щукина ветеринари врачĕ ырми-канми тăрăшать. Ăна вара уявра республикăри Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса чысланă.
Ăратлă выльăхсем çитĕнтерессине мала хурать хуçалăх. Ку енĕпе П.Щукин зоотехник-селекционер ĕçе тирпейлесе пырать.
– Кану кунĕсемпе те усă куракан сайра пирĕн. Хăйсен ĕçне ыттисене шанасшăн мар курăнать. Ĕçри ăнăçлăхра çакă та пулăшать. Кăçал тепĕр хавхалантару пурнăçа кĕрессе шанаççĕ-ха вĕсем. Хуçалăх ертÿçипе специалистсем 320 кун ĕçленĕ ферма ĕçченне çулталăк вĕçĕнче сысна парса хавхалантарма пулнăччĕ, – сăмах хушать З.Плешкова ферма заведующийĕ. Зоя Витальевна хăй те кану çинчен мансах куллен утать ĕç вырăнне.
В.Щукина тĕп зоотехник ĕне ферми коллективĕн ĕçĕпе те кăмăллă. Ирпе ирех килнĕ ĕçченсем кăнтăр апачĕ тĕлне те ĕçрен пушанайман. Ĕнесен юнне тĕрĕслеме илеççĕ. Ветеринари ĕçченĕсене пулăшаççĕ. Хырăм выççи хыр тăррине çитнĕ пулсан та шÿтлеççĕ, кулаççĕ. Н.Плешкова, Н.Перепелкина дояркăсен ушкăнĕнчи ĕнесенчен илнĕ. Çакăншăн Наташăпа Надя хăйсем те савăннă. Ĕнисене канăçсăрлантарасшăн мар вĕсем. Сăвăм чакасран пăшăрханаççĕ. Кăçалхи 10 уйăхри кăтартупа ыттисенчен малта пыраççĕ. Халĕ талăкра кашни ĕнерен вăтамран вунпĕршер килограмм сăваççĕ.
Ĕне витине кăçал реконструкциленĕ. Çакă чылай ĕçе çăмăллатма пулăшнă. Апата техника салатать. Унта кирлĕ хутăшсене В.Перепелкинпа М.Плешков виçепе ярса тăраççĕ. Сĕт пăрăх тăрăх каять.
Выльăхсен шутне ÿстерес ĕмĕтлĕ хуçалăхра. Сăвăнакан ĕнесене 120-е çитересшĕн. Çакна тума майĕ пур. Пăрулама çывхаракан ушкăн хатĕр. Вĕсене уйрăм пăхаççĕ.
Выльăх-чĕрлĕхрен куллен укçа кĕртме пулать. Сĕте те хаклă хакпа пуçтаракансемпе ĕçлеççĕ. Пăрусене ÿт хушма май паракан витаминлă хутăшсене туянма майсем тупаççĕ.
Хăш-пĕр чухне кадр ыйтăвĕ çеç пăшăрхантарать. Дояркăсене, пăру пăхакансене улăштарма пырасшăнах мар. Кашни çынна явăçтарма та иккĕленеççĕ. Выльăха юратни, ĕçе пĕлни те кирлĕ-çке. Пуçăннисем аван тĕпленеççĕ. Коллектив çамрăк кунта. Н.Солдатова ветеринар, Г.Андреева техник-осеменатор, И.Плешкова, А.Заплаткина пăру пăхакансем, А. Крысова доярка тахçантанпах та ĕçлемеççĕ. Çавах хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçлаççĕ. Акă Г.Андреева районти техник-осеменаторсен конкурсĕнче мала тухса республикăри ăмăртуран та парнепе таврăнчĕ.
Çамрăксене ĕçе тĕплĕн тума хăнăхтараканĕсем те çумра. Л.Мышкина дояркăра та, пăрулаттаракан уйрăмра та сахал мар ĕçленĕ. И.Мартышкинăн пăрусем патĕнчи ĕç стажĕ пысăк тата ытти те. Пĕри çук пулсан тепри унăн ĕçне ырана хăвармастех. Н.Перепелкина доярка пирки те ырă сăмах сахал мар пулчĕ. Çамрăксен вăр-варлăхĕ пурах çав.
И.Баранов ферма заведующийĕ ĕç тÿлевĕпе ĕçченсем кăмăллă пулнине палăртрĕ. Ĕçе йĕркелесе пырасси унран та нумай килет-çке.
Хуçалăх фермисем выльăх-чĕрлĕхпе тулнă. Çакăнта кунта ĕçлекен специалистсен тÿпи пурах. Ахальтен мар В.Щукина тĕп зоотехника районта професси тĕлĕшпе чи лайăххи ятне панă та ĕнтĕ.
А. Астраханцева.