12 ноября 2008 г.
преступлени тунă фактсене шута илнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ вăрă-хурахла ĕç тунипе çыхăннă. Сводкăна пирĕн район та çакланнă. Çак кунхине ирпе-ирех Ишлĕри 37 çулхи арçын тем сăлтавпа амăшĕпе хирĕçсе кайнă, ăна кăкăр тĕлĕнчен тата мăйĕнчен çĕçĕпе чикнĕ. 68 çулти хĕрарăм ывăлĕн ирсĕр суранĕсенчен хăтăлайман, ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Çын вĕлерекен ячĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Усал хыпар питĕ шухăшлаттарать: нивушлĕ амăшĕ çакăншăн ывăлне кăкăр парса ÿстернĕ, çитĕнтернĕ-ши;