12 ноября 2008 г.
Шута илнĕ автотранспорт тата çул-йĕр инкекĕсен шучĕ ÿссе пынă май автоçулсем çинчи лару-тăру кăткăслансах пырать. Çавна май правăна сыхлакан органсем ăна кăштах та пулин çăмăллатас тесе тĕрлĕ мера йышăнаççĕ. Çул-йĕр çÿревĕнче право йĕркине пăснине тупса палăртас, асăрхаттарас енĕпе ЧР Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД управленийĕ те нумай ĕçлет. Акă, çав тĕллевпе вырăнта практикăллă пулăшу парас тесе çул-йĕр патруль службин нарячĕсене яраççĕ.
2008 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче ГИБДД управленийĕн çул-йĕр патруль полкĕн темиçе экипажĕ Шупашкартан Патăрьелне килнĕ. Вырăнта маршрутсем тăрăх çула тухнă.
Çурçĕр çитеспе патруль машини Шăнкăртам урамĕпе пынă. Пĕр вырăнта ăна дискотекăран таврăнакан çамрăксен ушкăнĕ, 20 çынна яхăн, тĕл пулать. Çул çине тăрса машинăна малалла кайма кансĕрлет. Милиционерсем хăйсене ирттерсе яма ыйтнă, хирĕç усал сăмахсем илтнĕ. Хаяр шухăшлă ушкăн милици машинине çавăрса илнĕ, милиционерсене “чĕнмен хăнасем” тесе кăшкăрнă. Урисемпе тапса, ал айне лекнĕ чул катăкĕсемпе çапса машинăна сиенленĕ. Наряд раципе тепĕр экипажа чĕнсе илнĕ. “Хĕрнĕ пуçсем” ку машинăна та сиенленĕ. Милиционерсене чăмăркка та тутантарнă. Лару-тăру тата та йывăрланасса сиссе икĕ машина та кунтан кайнă. Çын вилни ан пултăр тесе милиционерсем хĕç-пăшалпа усă курман. Çамрăксен хулиганла ĕçне пула икĕ милиционер суранланнă.
Асăннă факт тăрăх районсем хушшинчи следстви пайĕ РФ Уголовнăй Кодексĕн 318 статйипе килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл власть представителĕсене тапăнни çинчен.
В.ЕГОРОВ,
следстви пайĕн аслă следователĕ.