12 ноября 2008 г.
Районта право йĕркисене пăснинчен асăрханас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ. Ăна унăн председателĕ район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пынă.
Ларура тĕп ыйту çул-йĕр çинче право йĕркине пăснине асăрхаттарасси пирки пулнă.
Кăçал тăхăр уйăхра Патăрьел районĕнчи çул-йĕр çинче 19 инкеке шута илнĕ. Вĕсене пула 28 çын суранланнă, 3 çын вилнĕ. Çакна палăртмалла, инкексем пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 11 тĕслĕх, çынсем аманасси 7 тĕслĕх, вилни пĕр тĕслĕх сахалрах пулнă. Ÿсĕр водительсем 4 инкек тунă. Вĕсен айăпĕпе вырăнтах икĕ çын вилнĕ, 5 çын аманнă. Çуран çÿрекенсем хутшăннипе 2 инкек, çул çитмен çамрăксем хутшăннипе 2 инкек шута илнĕ.
Çул-йĕр çинчи кулленхи тĕрĕслевсем вăхăтĕнче çул-йĕр правилисене пăснăшăн 6 пин ытла çынна тытса чарнă, вăл шутра 30 водителе ÿсĕрпе, ĕçнипе ĕçменнине палăртма ыйтнине хирĕçленĕшĕн 156 водителе. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн хунă штраф сумми 1368175 тенкĕ.
Инкексенчен асăрханас тĕллевпе ГИБДД уйрăмĕ план йĕркипе 27 автопредприятие тĕрĕсленĕ, çитменлĕхсемшĕн тĕрлĕ шайри ертÿçĕне 52 предписани панă. ГИБДД сотрудникĕсем автотранспорта предприятирен тухас умĕн тĕрĕсленисем те йăлана кĕнĕ.
Милицин ытти службисемпе пĕрле 45 рейд, 26 операци ирттернĕ. Вĕсем вăхăтĕнче 2 пин ытла йĕрке пăсакана тытса чарнă. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасемпе тата водительсемпе калаçусем, инструктажсем ирттернĕ. Çулсеренех шкул ачисем хушшинче “Сфетофорик”, “Çамрăк çул-йĕр инспекторĕ”, “Зарница”, “Орленок” конкурссем, “Асăрханăр, ачасем!” операцисем тата ытти те ирттересси йăлана кĕнĕ. Вĕсем вăхăтĕнче ачасем çул-йĕр правилисене пĕлнине тĕрĕсленĕ, пĕлĕве конкретлă тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ.
Комисси çул-йĕр правилисене пăхăнассине лайăхлатас тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăну тунă.
Ларура Чăваш Республикин “Обществăллă воспитательсем çинчен” калакан саккунĕ мĕнле пурнăçласа пыни çинчен те сÿтсе явнă. Саккун шалти ĕçсен пайĕн уйрăмĕнче, çул çитмен çамрăксен комиссийĕнче шутра тăракан шкул ачисем çумне обществăллă воспитательсем çирĕплетме хушать.
Комиссире кун йĕркинчи ыйтупа Аслă Чемен, Пăлапуç Пашьел, Алманчă ял тăрăх пуçлăхĕсем отчет туса панă.
Обществăллă воспитательсем пулма депутатсене, социаллă педагогсене, класс ертÿçисене çирĕплетнĕ. Вĕсем ачасен вĕренĕвĕпе, канăвĕпе, урамри дисциплинипе кăсăклансах тăраççĕ, ачасемпе уйрăмшарăн ĕçлесе ашшĕ-амăшне, тивĕçлĕ органсене самаях пулăшаççĕ.
Ларура ку ыйтупа лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсене те палăртнă. Вĕсене пĕтерме тивĕçлĕ йышăну кăларнă.
А.АЛЕКСЕЕВ.