АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Командăсемпе штабсен вĕренĕвĕ

15 ноября 2008 г.

Пирĕн районта чрезвычайлă лару-тăрупа гражданла хÿтлĕх енĕпе командăсемпе штабсен вĕренĕвĕ иртрĕ. Унта гражданла оборона системин тĕрлĕ сыпăкри ертÿçисем çут çанталăка тата техникăллă сăлтавсене пула тухса тăнă лару-тăрура мĕн тумалли ыйту тĕп вырăнта тăнă. Вĕренÿ икĕ кун хушши виçĕ тапхăрпа пычĕ.

Малтанах районти чрезвычайлă лару-тăру системин тивĕçлĕ вăйĕсемпе хатĕрĕсем çут çанталăка тата техникăллă сăлтавсене пула сиксе тухнă инкеке асăрхаттармалли тата пĕтермелли ĕçсене мĕнле пурнăçлама пултарнине тĕрĕслерĕç.

Тепĕр тапхăрĕ район территорийĕнче диверсипе разведка ушкăнĕсем “ĕçленĕ” вăхăтра пурнăçламалли мероприятисемпе çыхăннă.

Виççĕмĕш тапхăрĕ тăшман ку чухнехи сиенлемелли хатĕрсемпе “усă курнă” чухнехи лару-тăрури ĕçсене кăтартса пама пулăшрĕ. Çакăн чухнех халăха эвакуацилемелли мерăсене те пурнăçларĕç.

Вĕренĕве районти пĕтĕм яваплă службăсем, Чăваш Республикин Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петьков, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – эвакойышăну комиссийĕн ертÿçи Р.Селиванов, оперативлă пай начальникĕ Д.Тимофеев, районти чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен комисси ертÿçи М.Калмыков хутшăнчĕç.

Вĕренÿ вăхăтĕнче Патăрьел районĕн тĕп больницинче “ăшă тата электроэнерги чарăннă” вăхăтăн сиенĕсене пĕтерес, Патăрьелĕнчи çу заводĕнчи компрессор цехĕнчи “взрывпа пушар” инкекне сирес, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта “ртуть тата урăх хими япали” тăкăннине пĕтерес, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар ĕç комиссариатне “тапăннипе” ирĕке кăларас, Кăнтăр электросеть районĕн подстанцийĕнчи “аварие” пĕтерес, “Батыревское” хупă акционер пĕрлешĕвĕнче выльăхсем “çĕпĕр язвипе чирленине” пĕтерес ĕçсене пурнăçларĕç.

Унсăр пуçне вĕренÿ вăхăтĕнче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти радиаципе хими сăнав пункчĕн ĕçĕпе, районти гражданла оборона вăйĕсемпе хатĕрĕсен, апат-çимĕçпе, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекен куçса çÿрекен пунктсен ĕçĕпе паллашрĕç. Шăнкăртамри культура çурчĕн никĕсĕ çинче хÿтлĕх хатĕрĕсем паракан пунктăн, Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи эвакуаци йышăнакан, радиаципе хими сăнавĕн пункчĕсен хатĕр-лĕхне тĕрĕслерĕç. Патăрьел мунчинче санитарипе çумалли пункт мĕнле ĕçлеме пултарнине тишкерчĕç. Патăрьел районĕн тĕп больницин никĕсĕ çинче нумай профиллĕ больница ĕçне йĕркелесе пăхрĕç.

Тĕпрен илсен вĕренÿ çÿллĕ шайра иртрĕ. Службăсем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлама пултарнине кăтартса пачĕç. Çакна пĕтĕмлетÿ вăхăтĕнче те çирĕплетрĕç.

А.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика