15 ноября 2008 г.
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ кăçалхи вунă уйăхра çут тĕнчене килнĕ 367 пепке ячĕпе çурални çинчен ĕнентерекен свидетельство çырнă. Вăл шутра çемьене 181 арçын ача, 186 хĕр ача хутшăннă. Ку таранччен районта пилĕк йĕкĕреш çуралнă.
Январь-октябрь уйăхĕсенче 503 çын вилнĕ. Пурнăçран уйрăлнисем çуралакансенчен самай ытларах. Арçынсен вăтам пурнăçĕ 61 çул, хĕрарăмсен – 76 çул. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан вăтăр çын нумайрах вилнĕ.
Асăннă тапхăрта районти Мăшăрлану керменĕнче 225 çамрăка çемье чăмăртанă ятпа саламланă. Ырă хыпарпа пĕрлех кăмăлсăрри те пур. Çулталăк пуçланнăранпа 88 çемье арканнă. Çакă вара, паллах, савăнтармасть.