15 ноября 2008 г.
Ноябрĕн 11-мĕшĕнче Кзыл Чишмари врач офисĕнче Донор кунне ирттернĕ. Ырă та пархатарлă ĕçшĕн Кзыл Чишма тата Алманчă ял тăрăхĕсенчи халăх кар тăнă. Çак кунхине 108 çын хăйсен ирĕкĕпе юн панă. Кзыл Чишмари Дания Хабибулловна Сафина çулĕпе çамрăках та мар, 66-ра пырать. Çын пурнăçĕшĕн çак ырă ĕç мĕнле пысăк пĕлтерĕшлине ăнланса хисеплĕ донор кăçал 73-мĕш хут юн панă.
Медицина ĕçченĕсем çирĕплетнĕ тăрăх венăран кирлĕ чухлĕ юн юхтарса илни организмшăн пĕрре те сиенлĕ мар. Вăл ăна çĕнелме, чĕрепе унăн сосучĕсен чирĕнчен асăрханма, апат-çаврăнăшне лайăхлатма, ытти шалти органсене туллин ĕçлеттерме çеç пулăшать. Америка тĕпчевçисем çирĕплетнĕ тăрăх арçын-донорсенчен 30 проценчĕ чĕре чирĕпе аптăрамаççĕ. Çавăнпа та Донор кунне активлă хутшăнма пĕрре те хăрамалла мар.